2019 ҫулта Шупашкар 550 ҫул тултарӗ, 2020 ҫулта Чӑваш Ене туса хунӑранпа пӗр ӗмӗр хыҫа юлӗ. Ҫавна май республика юбилейсене хатӗрленет.
2015–2017 ҫулсенче 32 объекта ҫӗнетме палӑртнӑ. Ҫавӑнпа федераци хыснинчен 5,55 ытла миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. 2015 ҫулта 552 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, 2016 ҫулта — 2,19 миллиард тенкӗ, 2017 ҫулта — 2,8 ытла миллиард тенкӗ. Республика хыснинчен те пулӑшу пулӗ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Алла Манилова каланӑ тӑрӑх, юбилее хатӗрленес ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пырать. «Этническая Чувашия» (чӑв. Этникӑлла Чӑваш Ен) инвестици проекчӗ пысӑк хака тивӗҫнӗ. Республика ҫыннисем спортпа туслашнине, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ ҫитӗнӳсем тунине палӑртнӑ.
Юбилейсене паллӑ тӑвассине РФ Президенчӗ Владимир Путин ырланӑ, ҫавна май 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Хушу алӑ пуснӑ. 2016–2020 ҫулсенче Шупашкарти 28 культура объектне, 6 спорт сооруженине, транспорт инфраструктурин 6 объектне, сывлӑх сыхлавӗн хӑш-пӗр объектне ҫӗнетме палӑртнӑ.