Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ют чӗлхе юррисен фестивалӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 14.03.2014 08:24 | 1761 хут пӑхнӑ
Культура

2014 ҫула Раҫҫейре Культура ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Великобритани вара кӑҫалхи ҫула «Год Великобритании в России» (чӑв. Аслӑ Британири Раҫҫей ҫулӗ) ят панӑ. Шӑпах ҫавӑнпа пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхесене вӗрентекенсем шкул ачисем хушшинче юрӑсен фестивальне ирттерчӗҫ.

Фестивале районти кашни шкулах хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫамрӑк юрӑҫсем пухӑннисене хӑйсем юратнӑ юрӑҫсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, вӗсен юррисене шӑрантарчӗҫ.

Районти шкулсенче хрантсус тата акӑлчан чӗлхисене вӗрентеҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулти 2-мӗш, 4-мӗш тата 10-мӗш классенче вӗренекенсем Валерий Алексеевич Ефимов вӗрентекен ертсе пынипе «Манӑн кушакӑм, Манӑн ашакӑм тата Сена» ятлӑ хрантсус юррисене шӑрантарчӗҫ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта 5 вӗрентекен акӑлчан тата хрантсус чӗлхисене вӗрентет, кашниех концерта тӗрлӗ класс вӗренекенӗсене явӑҫтарнӑ. Питӗркассинчи вӑтам шкулӑн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Сергей Фадеев шӑрантарнӑ акӑлчан юрри куракансен чунне тыткӑнларӗ. Шулюри 6-мӗш класс вӗренекенӗсем Валера Кудряшов, Костя Солдаткин, Саша Шуськин тата Коля Жидков Юрий Гурьянов ертсе пынипе Битлз ансамблӗн артисчӗсене сӑнарласа сцена ҫине матроссен костюмӗпе тухрӗҫ, юррипе чуна тыткӑнларӗҫ.

Чылай юрӑҫ Селена Гомес юрӑҫа килӗштерет-мӗн, унӑн юррисене Чутайсем те, Ҫӗн Атикассисем те, Штанашсем те шӑрантарса пачӗҫ. Штанашри Таня Ефремова унӑн «Кам калать?», Наташа Соловьева «Сана хам юратнӑ юрӑна юратнӑ пек юрататӑп» юррисене ӑста юрласа пачӗҫ.

Фестивале хутшӑннӑ кашни юрӑҫпа унӑн вӗрентекенӗ тав сӑмахне тивӗҫлӗ.

Сӑнсем (15)

#Ҫӗнӗ Атикасси, #Шулю, #Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Хӗрлӗ Чутай, #Питӗркасси, #Аслӑ Британи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем