Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Мурманскри «Чӑваш Ен» культура обществи хӗсметри чӑвашсемпе тӗл пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 14.03.2014 12:50 | 1736 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлевҫин кунӗнче Мурманск облаҫӗнчи «Чӑваш ен» культура обществин делегацийӗ Северодвинск хулин портӗнче тӑракан «Ушаков адмирал» эскадра миноносецӗ ҫинче пулса курнӑ. Хӑнасене хисеп туса карап ҫинче ялав ҫӗкленӗ, митинг ирттернӗ. Чӑваш культура обществин ертӳҫи Валериан Гаврилов Тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑракан яшсене, ҫав шутра чӑваш каччисене те, уяв ячӗпе саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу суннӑ. Мурманскри «Шупашкар» пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Дмитрий Осипов вара карап экипажне телевизор тата тӑван республикӑра туса кӑларнӑ пылак ҫимӗҫ парнеленӗ.

Карап командирӗ Олег Гладкий 1 ранг капитанӗ чӑваш ачисем хӗсметре маттур пулнине палӑртнӑ, чи хастаррисене черетлӗ звани парасси ҫинчен хушу вуласа панӑ.

Карап историйӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн уяв кают-компанире тӑсӑлнӑ. Хӑнасем моряксене тепӗр пысӑк парне тунӑ — чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Итлекенсем Светлана Абрашкина юрӑҫа уйрӑмах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ. Концерт вӗҫленсен делегаципе пӗрле килнисем чӑваш ачисемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫнӑ, кам ӑҫтан пулнине ыйтса пӗлнӗ. Паллах, пурте хутшӑнайман ҫак калаҫӑва — хӗсметре-ҫке! Ҫапах та Алексей Иванов (Вӑрмар районӗнчен), Кирилл Леонтьев (Канаш хулинчен), Николай Васильев (Чӗмпӗр облаҫӗнчен), Владислав Геронтьев (Кемӗр облаҫӗнчен), Максим Муратов (Пушкӑртстанран) тӑван чӗлхепе калаҫса савӑннӑ, кайран пурте пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

Ентешсем малашне те килсе ҫӳреме шантарса сывпуллашнӑ.

#Северодвинск, #Мурманск облаҫӗ, #тӗлпулусем, #хӗсмет, #тинӗс ҫарӗ, #Канаш, #Вӑрмар районӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Раҫҫейре, #Пушкӑртстан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/84.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем