Шупашкарта пушӑн 15-мӗшӗнче Крым халӑхне хавхалантарас, унти референдума ырлас тӗлӗшпе Хӗрлӗ тӳремре митинг иртесси пирки пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, акци 10 пине яхӑн ҫынна пуҫтарнӑ. Митингра тӗрлӗ плакатсем пулнӑ. Пурте — Крыма хавхалантаракансем, фашизма хирӗҫҫисем. Хӗрлӗ лапама Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Валерий Туркай поэт та пынӑ. Кунта ҫитнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗн Украинӑра тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ. Унти ларӑ-тӑру вара вӗсене, паллах, пӑшӑрхантарать. Пурте тенӗ пекех Георгий хӑйӑвӗсем ҫакнӑ. Митинга килнисем Раҫҫейпе Крым пӗрлешессине ырланӑ.
Ҫынсем Украина ҫыннисене пулӑшасси пирки калаҫнӑ. Гуманитари пулӑшӑвне Раҫҫейри чылай тӑрӑхра йӗркеленӗ. Шупашкар та айккинче юлман: ыра кӑмӑллӑх счечӗ ятарласа уҫнӑ.
Пушӑн 16-мӗшӗнче Крымра референдум иртнӗ. Сасӑлава халӑх чылай пыни пирки хыпарлаҫҫӗ. Референдумӑн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн 95 проценчӗ Крыма Раҫҫее тавӑрассишӗн сасӑланӑ.