Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Хулара пӗччен, е хаваслӑ ОБЖ урокӗсем» премьера пулнӑ. Мӗн пирки-ха ку спекаткль? Ятӗнченех паллӑ: ку — ачасем валли.
Постановка пӗчӗккисене хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнма, урамра, ҫул ҫинче хӑйсене йӗрекеллӗ тытма вӗрентет. Ку полицейскисемшӗн пысӑк пулӑшу. Кӑсӑклӑ сюжет, юрӑ-ташӑ — ку пӗтӗмпех пӗчӗк куракансене тыткӑна илет, ҫав вӑхатрах хӑрушсӑрлӑх правилисене вӗрентет. Ӑна Ирина Широбокова сценарийӗпе хатӗрленӗ. Постановка режиссерӗ — Владимир Красотин.
Премьера пушӑн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Зал ҫын лӑк туллиех пухӑннӑ. Постановка ачасене хӑрушсӑрлӑх ӑҫта тата хӑҫан сиксе тухнине кӑна мар, полицейскисене шанма, вӗсенчен пулӑшу ыйтма вӗрентет.
Пӗчӗк куракансем спектакль геройӗсемпе пӗрле пӑшӑрханнӑ, савӑннӑ. Постановкӑна куҫ илмесӗр пӑхаканскерсем сӑнарсене мӗн тумаллине вырӑнтан кӑшкӑрса калама та хӑтланнӑ.