Етӗрне районӗнче Василий Магницкий этнолог, педагог, Атӑл-Вятка крайӗн тӗн культурин тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.
Конференци Советски (Шӑмат) ялӗнче пулнӑ. Василий Магницкий унта ҫуралнӑ, юлашки ҫулсене ҫавӑнта пурӑннӑ. Конференцие ӑсчах кун-ҫулне, ӗҫ-хӗлне, пултарулӑхне тӗпчекен таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем Шупашкартан, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Хусантан килнӗ.
Конференци пуҫланас умӗн Советски шкулӗн учителӗ Геннадий Филиппов, Советски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров хӑнасене Василий Магницкин паллӑ вырӑнӗсенче экскурси ирттернӗ: вил тӑпри ҫине кашӑл хунӑ, Магницкий ячӗллӗ паркра пулнӑ. Унтан пурте Культура ҫуртне пухӑннӑ. Конференцие Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин уҫнӑ, вӑл Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне В.Н.Черлакова В.Н.Никольский орденне панӑ.
Конференцие хутшӑнакансем Василий Магницкин пурнӑҫӗ, пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ. Унан ӗҫӗсем чӑваш халӑх тӗнне, пурнӑҫне тӗпчес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Наци музейӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.Шляхина Магницкин материалӗсене кӑтартнӑ, Г.Филиппов архиври ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ. Етӗрне уесӗнчи археологи палӑкӗсене тӗпчес, чӑвашсен Атӑлҫин археологи карттине тӑвас ӗҫре Магницкин тӳпи пысӑк.
Конференцие Василий Магницкин тӑванӗ Екатерина Ключевская та хутшӑннӑ. Вӑл Хусанта пурӑнать. Екатерина Петровна хӑйӗн тӑванӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене кӑтартнӑ.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.19 23:30 | |
Магницкие халалласа ăслăлăх конференцийĕ мĕнле чĕлхепе иртнĕ? Вилтăпри палăкĕ те ют чĕлхепе çеç. |