Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Тӳлевсӗр апатланма саккун ҫукки кансӗрлет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.03.2014 09:06 | 1175 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Нумай ачаллисем тесенех теприсем: «Ӗлӗк ним укҫи те паман, пурнӑҫӗ те йывӑр пулнӑ, пӗрех ҫуратнӑ. Халӗ укҫашӑн ҫуратаҫҫӗ», — теҫҫӗ-ха. Апла-и, капла-и, патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхпа мӗншӗн усӑ курас мар?

Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхпа регионти саккунсем ҫуккипе усӑ курайманнисем те пур. Тӗслӗхрен, пирӗн Чӑвашра та чӑрмав сисӗнет. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пӑхса хӑварнӑ ытти ҫӑмӑллӑхпа пӗрлех нумай ачаллисен, сӑмахран, ачисене шкулта тӳлевсӗр апатлантарма ирӗк пур. Шупашкар хулине илсен, ун пек майпа сахал тупӑшлисем кӑна усӑ кураяҫҫӗ. Тата... пурте мар — сахал тупӑшлисенчен 15–30 процентӗнчен ытла мар. Ҫак йӗркене «Шупашкар хулинчи муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсене апатлантарассине йӗркелесси» положенипе пӑхса хӑварнӑ.

Федералсем нумай ачаллӑ ҫемьесене тата вӗсем епле ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарнине вырӑнта йышӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ иккен. Нумай ачаллӑ кил-йышсене палӑртакан саккун, ытти хӑш-пӗр регионти евӗрех, пирӗн патра та ҫук-мӗн. Ҫапла вара Раҫҫей Президенчӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ Хушура нумай ачаллисене тӳлевсӗр апатлантармалла текен ҫӑмӑллӑх пурнӑҫа кӗреймест.

Чӑваш Енӗн хальхи Элтеперне хурлама юратакансем куншӑн каллех республика ертӳҫине ятлама пӑхӗҫ-ха. Анчах, тӳррипе каласан, Раҫҫей Президенчӗ Хушӑва 22 ҫул каяллах кӑларнине асра тытмаллах-тӑр.

Хальлӗхе вара Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесем виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачашӑн 100 пин тенкӗ укҫаллӑ тата тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑк пулса тӑраҫҫӗ. Ытти ҫӑмӑллӑх та пур. Сӑмахран, вӗсен музея тата патшалӑх учрежденийӗсенче иртекен куравсене уйӑхра пӗрре тӳлевсӗр кайма юрать. Юрист пулӑшӑвӗшӗн те тӳлеттермӗҫ. Пилӗк тата ытларах ача ҫуратакансене патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерет е уйрӑм ҫурт лартса парать.

#саккунсем, #ачасем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем