Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Йӗпреҫре ачасен фестивалӗсем иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 22.03.2014 19:43 | 1691 хут пӑхнӑ
Республикӑра Фольклор конкурсӗн саманчӗ
Фольклор конкурсӗн саманчӗ

Йӗпреҫри этнографи музейӗн комплексӗнче республика фестивалӗсен иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Пӗр вӑхӑтрах ачасен пилӗк фестивалӗ старт илнӗ:

◇ чӑваш тӗррин «Ҫӗр пин тӗрӗ тӗнчинче» конкурсӗ;

◇ «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фольклор конкурсӗ;

◇ хореографи ушкӑнӗсен «Здравствуй, Мир!» конкурсӗ;

◇ «Черчен чечексем» ӳнер пултарулӑхӗн конкурсӗ;

◇ «Уҫӑ саслӑ ачалӑх» юрӑ пултарулӑхӗн конкурсӗ.

Ачасен пултарулӑхӗ, вӗсем хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлни ҫулран-ҫул ӳснине палӑртма кӑмӑллӑ.

«Здравствуй, Мир!» фестивале Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем, Пучинкери «Девчата» тата «Васильки» ташӑ ушкӑнӗсем, Хурамалти «Непоседы» тата «Энергия» ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.

«Уҫӑ саслӑ ачалӑх» конкурс фестивале Кӗлӗмкассинчи культурӑпа кану центрӗн воспитанникӗсем Клава Егоровӑпа Данил Анисимов, Хурамалти Лев Плотников, Пучинкери Юлия Васильева, Йӗпреҫри Диляра Вахитова тата Карина Васильева пултарулӑхӗсене кӑтартнӑ.

«Черчен чечексем» фестивале хутшӑнкан та сахал пулман: Пучинкери Илья Шибаев, Ясмин Ермолаев, Йӗпреҫри Маргарита Трофимова, «Лошкари» инструментпа вокал ансамблӗ, Эйпеҫри Кристина Иванова. «Пӗчӗк ҫеҫ путенере» Эйпеҫри фольклор ушкӑнӗ, Кӗлӗмкассинчи Эльвира Бронникова, Пучинкери фольклор ушкӑнӗ пулнӑ.

Сцена ҫинче чӑваш юрри кӑна мар, вырӑссен те, тутарсен те янӑранӑ, ачасем тӗрлӗ халӑх ташшине ташланӑ. «Ҫӗр пин тӗрӗ тӗнчинче» конкурсра та маттуррисем пулнӑ. Унта 21 ача хутшӑннӑ.

Сӑнсем (21)

#Эйпеҫ, #Пучинке, #Хурамал, #Йӗпреҫ, #Йӗпреҫ районӗ, #музейсем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.22 21:44
Йĕпреçри этнографи музейĕн комплексĕнче республика фестивалĕсен иккĕмĕш тапхăрне мĕншĕн ют чĕлхепе иртернĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем