Патшалӑх нумай ачаллӑ ҫемьесен пулӑшма тӑрашать. Виҫҫӗмӗш ачашӑн ав тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ параҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 25 ҫемье черетре тӑнӑ. Кунта саккун вӑя кӗнӗренпе 11 ҫемье ҫӗрлӗ пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан Ольгӑпа Александр Тагайкинсем сертификат чи пӗрремӗш илнӗ. Ку 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ. Вӗсем ҫав лаптӑк ҫинче ҫурт ҫӗклеме тӗллевленнӗ. 2012 ҫулта вӗсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Халӗ ҫӗнӗ ҫуртӑн шал енчине ҫеҫ туса пӗтермелле. Ӑна ҫемье пуҫӗ Александр хӑйех пурнӑҫлать. Ҫутӑпа газ та кӗртмелле. Хальлӗхе ку ыйтӑва администрацире уҫӑмлатаҫҫӗ.
Тагайкинсен виҫӗ ача. Аслисем Миленӑпа Даниил шкула ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫӗнни ача пахчине кӑна-ха. Александр усламҫӑ, арӑме вара ӑна пулӑшса пырать.