Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: «Сувар» хаҫат 20 ҫул тултарнине анлӑн палӑртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.03.2014 14:12 | 1806 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Эрнекун, пушӑн 21-мӗшӗнче, Хусанта тухса тӑракан Тутарстан чӑвашӗсен «Сувар» хаҫӑчӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.

Чи малтанах «Чӑвашла тухакан пичет МИХӗсен аталану йывӑрлӑхӗсем» ятлӑ ҫавра сӗтел тата Тутарстанри хуҫатҫӑсем валли ятарлӑ семинар иртрӗ. Хаҫатҫӑсене семинар вулама Шупашкартан ЧПУ преподавателӗсем килнӗччӗ.

Ҫавра сӗтеле Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи чӑвашла тухакан МИХсен тӗп редакторӗсем хутшӑнчӗҫ: «Урал сассинчен» — Юрий Михайлов, «Сувар» хаҫатран — Константин Малышев, «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен — Михаил Арланов, Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӗнчен — Николай Ларионов, «Асамат & Шевле» издательствӑран — Владислав Николаев, Чӑваш халӑх сайтӗнчен — Николай (Аҫтахар) Плотников тата ытти хӑш-пӗр хӑнасем. Вӗсем халӑх тӗтелӗсене (выр. социальные сети) ытларах тухмалли пирки; чӑвашла тухакан хаҫатсем валли реклама таврашне епле пухмаллине; чӑвашла хаҫатсем валли пӗрлешӳллӗ материал кӑларас ыйтӑва тата ыттине сӳтсе яврӗҫ.

«Сувар» хаҫатра ӗҫленӗ тата хальхи вӑхӑтра тӑрӑшакансене парнесемпе чысланӑ тата ыр сӑмахсемпе аса илнӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем Хусанти Ар масарне ҫул тытрӗҫ, Николай Василевич Никольскийӗн вил тӑпри ҫине чечексем хучӗҫ. Ун хыҫҫӑн Хусан-Аренӑпа паллашрӗҫ те ҫамрӑксен «Ак парс» центрне ятарлӑ уява ҫул тытрӗҫ.

18 сехет ҫурӑра вара ятарлӑ концерт пуҫланчӗ — уява килнисене Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» ансамбль чӑннипех те пысӑк шайри пултарулӑхпа савӑнтарчӗ. Концерт пынӑ май тӗрлӗ тӳре-шара «Сувар» хаҫата тата унта тӑрӑшакансене хисеп тата тав хучӗсемпе чысларӗ.

«Сувар» хаҫат тухнӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ ятпа эпир вӗсене саламлатпӑр, малашне те малта пыракан хаҫатсен шутӗнче пыма ӑнӑҫусем сунатпӑр!

Сӑнсем (358)

#Ҫавал, #юбилейсем, #уявсем, #Тутарстан, #Хусан, #МИХсем, #хаҫатсем, #Сувар, #Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, #концертсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем