Чӑваш халӑх сайтӗнчи чӑвашла версийӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 5 пин хыпар ытла. Юбилейлӑ хыпар шутне «Ют ҫӗршывра кӑларнӑ медицина хатӗрӗсене «хӗсесшӗн» ятли кӗчӗ — вӑл медицинара Раҫҫейре туса кӑларнӑ хатӗрсемпе ытларах усӑ курма шутлани пирки пулчӗ. Ун хыҫҫӑн тата та ҫырнине шута илсен ку 5 006-мӗш пулнине пӗлтерме пулать.
Аса илтеретпӗр, пирӗн сайтри чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче тухса. Ку вӑл — тепӗр движок ҫине куҫнӑ хыҫҫӑн. Унччен эпир 1 уйӑх хушши Друпал ҫинче ӗҫлесе пӑхсаччӗ те, анчах вӑл пире тивӗҫтерменнипе хамӑрӑннипе усӑ курма тытӑнтӑмӑр. Унтанпа вӑхӑт чылай иртрӗ, хыпарсем те пирӗн улшӑнса пычӗҫ. Тӗслӗхрен, чи малтанах вӗсен пуҫелӗк ячӗ те ҫукччӗ. Хальхи вӑхӑтра вара кашнин ячӗ те пур, рубрики те, тэгӗсем те. Унсӑр пуҫне тӑтӑш ҫырса тӑракан авторсен йышӗ пиллӗк ҫынна ҫитет — вӗсем кашни кун сире ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштараҫҫӗ. Ытларах эпир, паллах, республикӑри хыпарсене ҫутататпӑр, анчах та ун тулашне те тухмасӑр иртместпӗр. Ҫав шутра — чикӗ леш енчи кӑсӑклӑ хыпарсемпе те тивӗҫтеретпӗр. Пирӗн хыпарсемпе тӗрлӗ халӑх тетелӗсенче паллашма май пур. Кашнине тенӗ пекех эпир тӗвӗтлетпӗр, ыттисене — чи кӑсӑклисене — Пӗркласрисем, Контрактра, Фейсбукра хыпарлатпӑр. Вӗсемпе вӑхӑтра паллашса тӑрас тесен пирӗн сайтӑн ушкӑнӗсене кӗрӗр.
Пӗлме: ҫулталӑк каялла пирӗн икӗ пин ҫурӑ хыпар ҫеҫччӗ. Ҫичӗ ҫул хушши мӗн чухлӗ ҫырнине эпир ҫапла май ҫулталӑк хушшинче ирттерме пултартӑмӑр. Кӑна, паллах, «Хыпарла 2» проекта пурнӑҫламасӑр ниепле те тӑвайман пулӑттӑмӑр. Ҫавӑнпа та ҫыракан кашни хыпарҫа чун-чӗререн тав сӑмахӗ калас килет.