Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӗҫтешӗсем Иван Павлова манмаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ирина Дегтярева 19.10.2008 12:46 | 1800 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ И.П.Павлов (1928 – 2002) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем республикӑра малалла пыраҫҫӗ. Университет профессорӗсемпе гуманитари институчӗн ӑсчахӗсем Элӗкри культура ҫуртӗнче Иван Павловичӑн ентешӗсемпе тӗл пулу ирттерни ҫинчен эпир сире хыпарланӑччӗ ӗнтӗ. Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх педуниверситечӗн чӑваш филологи факультетӗнче сумлӑ чӗлхеҫӗ ячӗпе ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗҫне факультет деканӗ Евдокия Андреева йӗркелесе пычӗ. И.П.Павлова ҫывӑх пӗлнӗ ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӑмах илчӗҫ, вӗсен йышӗнче Леонид Сергеев, Николай Петров профессорсем, Анатолий Горшковпа Елизавета Васильева, Геннадий Дегтяревпа Виталий Никитин-Станьял пулчӗҫ. Гуманитари институчӗн аслӑ наука сотрудникӗ Александр Кузнецов Иван Павловичӑн ӑслӑлӑх ҫулне кӑтартакан мультимедиллӗ куравпа паллаштарчӗ. Элӗк районӗнчи Юнтапа шкулӗн аслӑ категориллӗ вӗрентекенӗ Зоя Леонтьева тата унӑн ӗҫтешӗсем паллӑ чӗлхеҫӗ ҫинчен хӑйсем тупнӑ материала компьютер технологийӗпе усӑ курса кӑтартрӗҫ. Алина Сосаева тӗпчевҫӗ “Иван Павлов тата Интернет” темӑна ҫутатса пачӗ.

Конференцие пухӑннисем Иван Павловичӑн эткерне упрас тата пропагандӑлас тӗлӗшпе тумалли ӗҫсене палӑртрӗҫ. Килес ҫул ӑсчахӑмӑр ҫырса хӑварнӑ чи пысӑк ӗҫ — чӑваш чӗлхин академиллӗ грамматики — вырӑсла тухмалла. Чӗлхемӗрӗн пуплев пайӗсен тытӑмне — морфологине — чӑвашла чи туллин сӑнлакан тӗпчев вара — И.П.Павловӑн 1965 ҫулта тухнӑ “Хальхи чӑваш литература чӗлхи” монографийӗ. Ҫак классикӑлла ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ паян кун та чакмасть. Хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш шкулӗсенче тӑван чӗлхене 40 ҫул хушши Иван Павлович кӗнекисемпе вӗреннӗ.

Чӑваш чӗлхи пурӑннӑ чух унӑн чаплӑ тӗпчевҫин ячӗ манӑҫа тухмӗ.

#чӗлхеҫӗсем, #Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗ, #Элӗк районӗ, #Юнтапа

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем