Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Хавал» Патшалӑх Канашне сессие чӑвашла ирттерме сӗннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 30.03.2014 21:10 | 1117 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи сесси
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи сесси

«Хавал» пӗрлӗх Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлнелли сессие чӑвашла ирттерме сӗнсе ҫырупа тухнӑ.

«Чӑваш Республикин Конституцийӗпе республикӑра икӗ чӗлхе: чӑвашла тата вырӑсла — пӑхса хӑварнӑ. Апла тӑк чӗлхесене усӑ курассипе нимӗнле чӑрмав та пулмалла мар. Ҫавӑнпа та эпир Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлнелли сессие чӑвашла ирттерме ыйтатпӑр», — тенӗ иккен ҫырура. «Енчен те чӑваш чӗлхие патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе хут ҫинче кӑна каламастпӑр пулсан Патшалӑх Канашӗн сессине ҫулталӑкра пӗрре кӑна мар, тӑтӑшах чӑвашла ирттермелле», — тесе каланӑ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫата асӑннӑ организацин пайташӗсенчен пӗри.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи кунне ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче (ун чухне Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑ) паллӑ тӑваҫҫӗ.

Чӑвашла пӗлменнисем валли «хавалҫӑсем» синхронлӑ куҫару йӗркелеме сӗнеҫҫӗ.

«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат сесси вӑхӑтӗнче чӑвашла калаҫма хӑтланни 2011 ҫулта хирӗҫ-тӑрупа вӗҫленнине аса илтерет. Ун чух Чӑваш наци конгресӗн президентӗнче тӑрӑшакан Геннадий Архипов чӑвашла калаҫни хӑш-пӗр депутата килӗшмен иккен, вӗсем ӑна вырӑсла калаҫма хушнӑ. Ун чух Патшалӑх Канашӗн председателӗ пулнӑ Михаил Михайловский «тӗп чӗлхе — чӑваш, ун хыҫҫӑн вырӑс чӗлхи» тесе кӑшт ӑнӑҫсӑртарах персе янине хӑшӗсем хӑйсене май ҫавӑрттарса хытах шӑв-шав ҫӗкленӗ.

#Чӑваш чӗлхи кунӗ, #чӑваш чӗлхи, #тӳре-шара

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1777.html
 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.31 16:14
Кунта эпĕ çырнине мĕншĕн лартман?
Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.31 20:14
Эпĕ кунта Чăваш Патшалăх Канашĕн сессие чăвашла ирттерме ирĕк памаççĕ тесе çеç çырнăччĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем