Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча валли ҫӗнӗ кӑларӑм кун ҫути курнӑ. Вӑл — Арсений Тарасовӑн «Чӑваш кӗпи» кӗнеки.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн алҫырӑвӗ 2013 ҫулта чӑваш чӗлхиллӗ алҫырусен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫак конкурс ЧР Министрсен Кабинечӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн иртет. Тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине упрассси тата аталантарасси, ӳсекен ӑрӑва кӗнекепе кӑсӑклантарасси, ҫыравҫӑсене ача-пӑча кӗнеки кӑларма илӗртесси.
Арсений Тарасовӑн ҫӗнӗ кӗнекине пысӑках мар 10 калав кӗнӗ. Тӗп герой — хӑйӗн валли шкул тӗнчине уҫнӑ арҫын ача. Автор кашни калавра арҫын ача пулни-иртнине мӗнле тишкернине, ҫӗнӗлӗх шыранине, ырӑлӑха асӑрханине уҫса кӑтартать. Тӗп сӑнар ырӑпа усал мӗн иккенне ӑнланма тӑрӑшать.
Кӗнекене И.В.Алексеев ӳнерҫӗ илемлетнӗ.