Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Google чӑвашларан вырӑсла куҫарма вӗреннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.04.2014 12:03 | 1613 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Куҫару тӗслӗхӗ
Куҫару тӗслӗхӗ

Кун пирки Google шыравҫӑн Раҫҫейри блогӗ пӗлтерет. Шӑп та лӑп паян чӑвашла-вырӑсла куҫаруҫӑн бета-тӗрӗслевне пуҫланӑ. Куҫаруҫӑ хальлӗхе каялла — вырӑсла-чӑвашла — куҫарма пӗлмест-ха.

Чӑвашла текстсене вырӑсла куҫарас тесен сирӗн Google-переводчик сайтне кӗмелле. Унтан «Определить язык» ҫине пусса «чувашский» чӗлхене суйламалла. Чӑвашла текст кӗртнӗ хыҫҫӑн «Перевести» пускӑч ҫине пусас пулать, вара сылтӑм енче вырӑсла текст тухать. Сӑмах май, чӑвашла текста акӑлчанла, украинла тата ытти чӗлхесене те куҫарма пулать. Анчах ку куҫару виҫҫӗмӗшле пулни пирки пӗлтереҫҫӗ хыпарта. Малтан программа вырӑсла куҫарать, кайран вара ҫав куҫарӑва — ытти чӗлхесене.

Сӑнанӑ тӑрӑх хальлӗхе Google куҫаруҫи ҫын ячӗсене тата ял ячӗсене пӗлсех каймасть. «Ӗмӗр сакки сарлака» романри пӗр сыпӑка куҫарса пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫын ячӗсене пӗлеймерӗ. Анчах текста кӑнтаммӑн пулин те ӑнланмалла куҫарса пачӗ.

Google блогӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейри чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи пӗрремӗш. Малалла вара тутарсенне тата пушкӑртсенне кӗртесшӗн. Ҫавӑн пекех удмурт, осетин халӑхӗсене те айӑккинче хӑварасшӑн мар — сӑлтавӗ вара вӗсен чӗлхисемпе ӗҫлеме юрӑхлӑ словарьсене ҫӑмӑл тупма пулассинче иккен. Чӑваш чӗлхине мӗншӗн пӗрремӗш суйланин тепӗр сӑлтавне те пӗлтереҫҫӗ — пирӗн тӑрӑхран «Гугль валли дудль» конкурса хутшӑнса чылайӑн финала тухаҫҫӗ имӗш.

#чӑваш чӗлхи, #Гугль, #сайтсем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.01 14:40
Питĕ кирлĕ, лайăх хыпар. Маттур.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем