Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Спикер Ӗпхӳри вырсарни шкулӗн шӑпипе кӑсӑкланнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.04.2014 19:33 | 1088 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Ӗпхӳ хулинче Атӑлҫи федераци округӗнчи саккун кӑларакан органсен ассоциацийӗн 38-мӗш ларӑвӗ иртнӗ май унта чӑваш парламенчӗн депутачӗсем те хутшӑннӑ. Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче пулнӑ май Юрйи Попов спикер унти чӑвашсен вырсарни шкулне ҫитсе курнӑ.

Ҫав вӗренӳ заведенине 1992 ҫулта уҫнӑ иккен. Асӑннӑ шкул коллективӗ унти лару-тӑру пирки пӑшӑрханать. Пуҫа ыраттармалли-шухӑшлаттармалли вара шкул вырнаҫнӑ ҫурта сутлӑха кӑларнӑ хыҫҫӑн сиксе тухни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те ҫырнӑччӗ.

Аса илтеретпӗр, ҫурта Ӗпхӳри усламҫӑна 25 ҫуллӑха тара панӑ хыҫҫӑн чӑвашсен вырсарни шкулне ҫуртӑн пӗр пайӗнче кӑна кӗтес уйӑрса памалла-мӗн. Унччен вара усламҫӑ ҫурта юсаса ҫӗнетӗ. Ҫав тапхӑрта шкула хулари пӗр гимназие куҫарӗҫ.

Юрий Попов коллектив, вӗренекенсен тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ шкул ҫуртӑн самай пайне ҫухатнине ӑнланине пӗлтернӗ. Спикер вӗсене Чӑваш Ен влаҫӗсем ентешсен ыйтӑвне ӑша хывма тата пулӑшма хатӗррине ӗнентернӗ.

Сӑнсем (14)

#Ӗпхӳ, #шкулсем, #Пушкӑртстан, #тӳре-шара

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.01 23:41
Юрйи Попова Чăваш республикинчи чăваш шкулĕсен шăпи пирки шутлама сĕнетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем