Чӑваш Республикин Арбитраж судне мина хунӑ текен информаци тӳрре килмен. Хӑратакан ҫак хыпара паян, ирхи 10 сехет те 40 минутра, телефонпа хыпарланӑ. Арбитраж сучӗн йышӑну пӳлӗмне шӑнкравлаканӗ арҫын пулнӑ иккен.
Хӑрамалли хыпара илтсен йӗрке сыхлакан органсене часрах пӗлтернӗ. Лешсем тата ытти васкавлӑ службӑсем пӗрле пулса ӗҫе кӳлӗннӗ, сирпӗтекен хатӗре шырама тытӑннӑ. Судра ӗҫлекенсене тата унта пынисене урама йӑпӑр-япӑр кӑларса тӑратнӑ, ҫурта пур енчен ҫавӑрса илнӗ. Кӑнтӑрла тӗлне шырав ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Нимле мина та тупман.
Унтан тата тепӗр шырав пуҫарнӑ. Хальхинче — суя шӑнкӑрав хуҫине. Терроризм пирки суйса пӗлтернӗшӗн ӑна 3 ҫуллӑха хупса хума пултараҫҫӗ.