Чӑваш Енӗн аграрийӗсем Раҫҫейӗн ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен Волгоград хулинче иртнӗ сьездне хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен хресченӗсенчен йышра Елчӗк районӗнчи «Прогресс» акционерсен хупӑ обществин ертӳҫи Петр Скворцов, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Нива» кооператив председателӗ Владимир Мурайкин, Красноармейски районӗнчи Леонид Посадский фермер пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен съезчӗ терӗмӗр те, пирӗн патри халӑх тарҫисем те унта хутшӑннӑ.
Депутатсен съездне аграрисем епле лекнӗ-ши тесе ытлашши пуҫ ватма кирлӗ мар. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви кун пирки ӑнлантарнӑ тӑрӑх хакласан, унта чаплӑ хресченсем кайма тивӗҫнӗ. Елчӗк районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑх, акӑ, Чӑваш Енӗн аграри отрасльне йӗркелекен хуҫалӑхсенчен пӗри шутланать. «Нива» выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илет иккен, Леонид Посадский фермер сурӑх ӗрчетет. Тӗрлӗ ӑратлӑ ҫак выльӑх паян унӑн 100-е яхӑн-мӗн. Услама вӑл ӗҫ пуҫаракан фермерсене патшалӑх уйӑракан укҫана — «кӗмӗл» виҫи 1 миллион тенкӗ ытла — тивӗҫнипе пуҫарнӑ.
Съезда ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ 2 пине яхӑн делегат хутшӑннӑ. Унта вӗсем агропромышленноҫ комплексӗн ыйтӑвӗсемпе малашлӑхне сӳтсе явнӑ.