Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӑван ҫӗр-шыв Хусанкая чыслать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ирина Дегтярёва 02.11.2008 00:30 | 1834 хут пӑхнӑ

Чӗлхе, поэзи тата ӳнер тӗпчевҫи, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ, филологи наукисен кандидачӗ Атнер Хусанкай 60 ҫул тултарчӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ларусен залӗнче ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ. Хисеплӗ кӗрекере юбиляр хӑй, унӑн амӑшӗ – СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, институт директорӗ Валерий Григорьев профессор, Чӑваш Республикин культура министрӗ Роза Лизакова, ЧР вӗренӳ министрӗ Галина Чернова пулчӗҫ. Атнер Петровича Республика президенчӗ Николай Федоров, Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Михайловский тата ытти сумлӑ ҫынсем ятарлӑ телеграммӑсемпе саламланӑ. Раҫҫейри тата ют патшалӑхри паллӑ ӑсчахсем янӑ саламсене те вуласа пачӗҫ. Министрсем Атнер Хусанкая Хисеп грамотипе тата хаклӑ парнепе чысларӗҫ. Шкул тата лицей ачисем ун ячӗпе юрӑ-сӑвӑ шӑрантарчӗҫ.

Паллӑ ӗнтӗ, Атнер Петрович хӑй ҫавра ҫулсене паллӑ тума кӑмӑлламасть. 50 ҫулӗ тӗлӗнче чылайлӑха Мускава тухса кайнӑччӗ, 60 ҫуллӑх вӑхӑтӗнче те вӑл Тибета е Исландие “тарасшӑнччӗ” – сыватӑша сипленме ҫӳренӗрен ҫеҫ юбилей уявӗнчен хӑтӑлса юлаймарӗ. Хусанкай пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ, ҫавӑнпа ӑна саламлама такам та килнӗ% чӗлхепе сӑмахлӑх тӗпчевҫисем, ҫыравҫӑсемпе ӳнерҫӗсем, вӗрентекенсемпе хаҫатҫӑсем... Ҫулсем иртӗҫ те, паянхи ҫамрӑксем килес ӑрусене мухтанса каласа парӗҫ% “Эпир Атнер Хусанкая курнӑ, унпа хутшӑннӑ!”

Хусанкай кил-йышӗсӗр пирӗн наци культурин пӳлми чылай чухӑнрах пулӗччӗ. Ҫак уйӑхӑн 16-мӗш кунӗнче Петӗр Хусанкайӑн мӑшӑрӗ, Атнер Хусанкайӑн амӑшӗ, Чӑваш театрӗн мухтавлӑ ӑсти Вера Кузьмина 85 ҫул тултарать. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫав ятпа академи театрӗнче “Хура чӗкеҫ” моноспектакль пулать. Эсир ҫак ҫутӑ тӗнчен кирек хӑш кӗтесӗнче пулсан та хӑвӑрӑн ҫепӗҫ те ырӑ чӗрӗрте упранакан ӑшӑ туйӑмӑрсене Ӑста патне ҫитерме кая юлман-ха. Поэт калашле — ыр сӑмах калама ан ӳркенӗр!

#Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, #театрсем, #юбилейсем, #ЧНК

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем