Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчипе танлаштарсан ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ 2,4 процент хакланнӑ; унччен усӑ курни — 0,1 процент. Ҫак хисепсене республикӑн Чӑвашстачӗ пӗлтернӗ иккен.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитлӑ хваттерсем уйрӑмах хакланнӑ-мӗн. Вӗсене туянас тесен унчченхинчен 5,9 процент нумайрах кӑларса хума тивет. Лайӑхлатнӑ тата вӑтам пахалӑхлӑ хваттерсем 2,8 тата 2,1 процент хакланнӑ. Иккӗмӗш рынокри (ку вӑл маларах унта пурӑннӑ тенине пӗлтерет) ҫурт-йӗр хакне те тишкернӗ. Ун йышши элитлӑ тата лайӑхлатнӑ пахалӑхлӑ хваттер хакӗ чакнӑ. Пит нумаях та мар та, ҫапах та 0,6 тата 0,4 процент йӳнелнӗ. Вӑтам шайри ҫурт-йӗр 1,3 процент хакланнӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗрӗн 1 тӑваткал метрӗ 41,6 пин тенкӗпе танлашнӑ, иккӗмӗш рынокра — 41,5 пин тенкӗ.