Чылай шкулта ачасем ятарла формӑпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакна нумайӑшӗ ырланине илтме тӳр килнӗ ахӑртнех. Ара, илемлӗ тум ҫат тытакан джинс шӑлаварсенчен самай лайӑхрах-ҫке. Нумаях пулмасть шкул тумӗсен хӑтлавӗ иртнӗ.
ЧР Экономика министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче шкул ачисем валли тум ҫӗлекен фирмӑсемпе канашлу-хӑтлав иртнӗ.
Ҫакнашкал мероприяти Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗн ертӳлӗхӗпе кӑҫал пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче те иртнӗ. Хальхинче тӗп хуларан аякри шкулсен ертӳҫисене чӗннӗ.
Хӑтлава «Рассвет-ОВАС», «Пир-авӑр фабрики», «KAYSAROW», «Элита», «Аврора» ателье» фабрикӑсем хутшӑннӑ. Унта кашни хӑйӗн продукцйӗпе паллаштарнӑ. Ачасем тумсене тӑхӑнса кӑтартнӑ.