Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллӑ чӑваш драматургӗпе Николай Терентьевич Терентьевпа сывпуллашрӗҫ.
11 сехет тӗлне халӑх чылайӑн пухӑнчӗ. Сывпуллашу мероприятине ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пычӗ. Сӑмах калакансен йышӗнче Валерий Туркай сӑвӑҫ, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, Канаш районӗн ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Кипеч, Чӑваш халӑх артистки Вера Кузьмина, профессилле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Павлов тата ыттисем пулчӗҫ. Тухса калаҫнӑ чухне вӗсем Николай Терентьевичӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ, чӑваш халӑхӗшӗн сахал мар вӑй хунӑшӑн ырӑпа асӑнчӗҫ. Паллӑ драматурга тӑван ялӗнче пытарӗҫ.
Терентьев Николай Терентьевич 1925 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра чӑваш студинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх педагогика институтӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче литература курсӗнче вӗреннӗ.
Николай Терентьевич пурӗ 50 ытла пьесӑпа сценарий ҫырнӑ. Вӗсене 15 чӗлхене куҫарнӑ — пушкӑртла, украинла, эстонла. Чи паллӑ ӗҫсем: «Ҫӗрпе хӗр», «Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри мала, хуркайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Пушар лаши» тата ыттисем.
Сӑнсем (61)