Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пӗтӗм чӑваш диктантне YouTube урлӑ та ҫырма пулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.04.2014 19:38 | 2238 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн электронлатнӑ варианчӗ
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн электронлатнӑ варианчӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантне ирттересси пирки черетлӗ лару иртрӗ. Унта ӗҫ епле пынине сӳтсе яврӗҫ тата хӑш-пӗр ҫӗнӗ шухӑшсене пӑхса тухрӗҫ.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗтӗмешле 300 ытла ҫын валли вырӑн йӗркелесшӗн, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче — 250 ҫын валли. Ҫавӑн пекех, ҫырас кӑмӑллисем валли вырӑн ҫитмесен, Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче те аудиторисем уйӑрма палӑртнӑ. Диктант текстне вуламашкӑн пӗр 10 ҫын тупасшӑн, акан 21-мӗшӗнче вӗсемпе ятарлӑ заняти ирттерес шухӑшлӑ.

Ҫӗнӗ шухӑшсем те пулчӗҫ. Сӑмахран, диктант ҫырма лариччен аудитори умӗнче чӑваш халӑхӗн гимне, «Алрайн кайми аки-сухине» янратма сӗнчӗҫ. Кӑна ырларӗҫ, ҫавӑн пекех ҫыракансен пӳлӗмӗсенче Чӑваш Республикин ялавне те вырнаҫтарсан аван пулӗччӗ терӗҫ.

Ларӑва Чӑваш наци телерадиокомпанин директорӗ Александр Магарин та хутшӑнчӗ. Вӑл Пӗтӗм чӑваш диктантне наци радиовӗпе тата наци телевиденийӗпе итлеттерме тата кӑтартма шантарчӗ. Тулашрисем валли ятарласа видео ҫырӗҫ, ӑна мероприяти вӑхӑтӗнче курӑмлӑ тӑвӗҫ. Плеерӗсене, НТРК маларах вырнаҫтарӗ пулсан, пирӗн сайтра та, ЧНК сайтӗнче те курма пулӗ.

Асаилтеретпӗр, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акан 25-мӗшӗнче 13:00 вӑхӑтра иртмелле.

Сӑнсем (2)

#Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ, #чӑваш чӗлхи, #ЧПГӐИ, #ЧППУ, #наци радиовӗ

 

Комментари:

Agabazar // 2219.62.5439
2014.04.14 20:21
Agabazar
"Алран кайми аки-сухи" гимн мар, ăна пысăк ушкăнпа юрлама çук. Кăна Кипеч тете çирĕплетме пултарать.
Agabazar // 2219.62.5439
2014.04.14 21:23
Agabazar
Тата ак çакăнта пăхăр: http://www.mk.ru/social/education/a ... poneandertalski.html
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.14 23:26
Чи малтан "задачисем, деятель" сăмахсене чăвашла çырма ыйтатăп. Атту кунта ют чĕлхепе çырнă: http://chgign.ru
"Алран кайми аки-сухи" вăл чăваш халăх гимнĕ. Ăна пĕччен те, иккĕн те тата нумайăн пухăнса та юрлама пулать.
Agabazar // 3792.7.8520
2014.04.15 13:36
Agabazar
Микулай, Эсир музыкант-им? Тĕслĕх илсе кăтартăр-ха, хăçан "Алран каймие" ушкăнпа юрланине. Пысăк ушкăнпа! Интернетра, калапăр, пур-и унашкал тĕслĕх. Профессионал-юрăçсем мар, ахаль çынсем юрлани пултăр. Чăн-чăн гимн ак епле янрать: http://news.liga.net/video/politics ... mn_ukrainy_video.htm
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.16 08:20
Вара эсĕ чăваш халăх гимнĕ çук тесе каласшăнччĕ-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем