Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Путинран чӑвашсем мӗн пирки ыйтасшӑн?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.04.2014 21:09 | 1052 хут пӑхнӑ
Политика

Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин ҫынсене ыйтӑвӗсене хуравламалла. Унчченхи ҫулсенче, уйрӑмах пӗлтӗр, халӑхпа ирттернӗ тӳрӗ эфира ҫынсем ырласах йышӑнманччӗ. Крымпа Раҫҫей пӗрлешнӗ хыҫҫӑн Путин рейтингӗ халӑхра ӳсрӗ. Ҫавӑнпа та тӳрӗ эфирта вӑл мӗн пирки чарӑнса тӑрассипе кӑсӑкланса кӗтнине чылай ҫын палӑртать.

Чӑваш Ен ҫыннисем мӗн пирки кӑсӑкланма пултарасси «Правда ПФО» сайт пуҫ ватать. 2013 ҫулта Раҫҫейӗн Президенчӗн йышӑну пӳлӗмне 2218 ҫыру кайнӑ, 2012 ҫулта — 1088. 2201 ыйту пирки ӑнлантарса панӑ, 344-шне татса панӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 473 ҫыру ӑсатнӑ, вӗсенчен 87-шне татса панӑ.

Путин патне яракан ҫырусем пирки каласан, пӗлтӗр Пӑрачкав ҫыннисем Путин патне ялта фельдшер кирлӗ тесе пӗлтерме хӑтланнӑ иккен. Кӑҫал вара уйрӑм усламҫӑсем суту-илӳ сечӗсем ытла нумай тесе ҫӑхавласшӑн. Пирӗн Пӑрачкавра пӗчӗк услам никама та кирлӗ мар-шим тесе теҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Андрей Семенов пенсионер Раҫҫей правительстви ют ҫӗршыв банкӗсене хывнӑ укҫа-тенкӗпе мӗн пуласси пирки пӑшӑрханать иккен. Вӗсене хамӑр ҫӗршыва тавӑрсан аванрах мар-ши? Ан тив, ҫав кӗмӗл хамӑр патра тупӑш кӳтӗр тесе шухӑшлать иккен Ҫӗнӗ Шупашкар ватти.

Канашра пурӑнакан Николай Петров ятлӑ ватӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ пулассипе пулмассине ыйтса пӗлесшӗн иккен.

Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫавӑн пекех коррупципе ҫыхӑннӑ темӑна хускатасшӑн имӗш.

#политика, #Канаш, #Пӑрачкав, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментари:

Серте Унтри // 7704-1519
2014.04.15 00:43
Асăннă ыйтусем пурте ниме юрăксăррисем.
Чăваш халăхне хальхи самантра тăван таврара ĕçлемелли предприятисем уçăлни ман шутпа ытларах кăсăклантарма пултарать.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.15 14:45
Чăвашсен никамран та нимĕн те ыйтмалла мар. Чăвашсен хăйсем çине шанса çеç пурнăçне тума пултараççĕ. Чăваш республикине Мускавран никам та килсе туса памасть.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем