Республикӑри ӗҫлев службин ваканси банкӗнче паянхи кун тӗлне 2,5 пин ӗҫпе тивӗҫтерекен тӑратнӑ 16 пине яхӑн ваканси пур. Урӑхла каласан вырнаҫас текен кашни ҫын пуҫне 3 ытла ваканси тивет. Вӗсем 8 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран сӗнеҫҫӗ пулать.
Республикӑри ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫӗвӗҫсене, водительсене, поварсене, сутуҫӑсене, кирпӗч купалакансене, кондукторсене, слесарь-юсавҫӑсене, тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакансене кӗтеҫҫӗ иккен. Медицина аппасен, кӗҫӗн воспитательсен, менеджерсен тата тӗрлӗ специализаци инженерӗсен вакансийӗсем те нумай-мӗн.
Юрӑхлӑ ӗҫ тупса пама ыйтса ӗҫлӗх службисене пынисен 82,5 процентне пӗлтӗр вырнаҫтарма май килнӗ (Раҫҫей Федерацийӗнче — 64,2).