Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: РФ Конституцине каллех чӑвашла куҫармалла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 16.04.2014 14:18 | 1595 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Чӑвашла куҫарнӑ РФ Конституцийӗ
Чӑвашла куҫарнӑ РФ Конституцийӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Раҫҫей Конситуцине чӑвашла куҫармашкӑн ӗҫ ушкӑнӗ йӗркелесшӗн.

Конституцие унччен те чӑвашла куҫарнӑ-ха. Анчах ҫак ӗҫе тепӗр хут тума тивет-мӗн. Пӗтӗмпех мар. Ахӑртнех, сӑмах кунта РФ Конституцине Раҫҫей йышне Крым тата Севастополь кӗнӗ май улшӑнусем кӗртни пирки сӑмах пырать. Ҫавна май Конституцин 65-мӗш статйине улӑштарма тивнӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗри информаци вырӑсла пулни те ҫителӗклӗ тесе шухӑшлать. Анчах чӗлхеҫӗсем чӑваш халӑхӗ ҫӗнелнӗ Конституцие чӑвашла ҫеҫ лайӑхрах ӑнланнине ҫирӗплетеҫҫӗ-мӗн.

Сӑмах май, Чӑваш Республикин Конституцине те чӑвашла куҫарнӑ. 2012 ҫулхи кӗркунне блогерсем палӑртнӑ тӑрӑх, cap.ru официаллӑ сайтра ӑна вырнаҫтарнӑ, анчах документра чӑваш саспалли вырӑнне чарӑну паллисем тата «ё» саспалли курӑнаҫҫӗ. Шӑв-шав ҫӗкленнӗ пулин те сайт администрацийӗ Конституцин вуланакан версине халӗ те вырнаҫтарман-мӗн.

#чӑваш чӗлхи, #юридици, #куҫарусем, #ЧПГӐИ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1818.html
 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.16 18:23
Чăвашсене Чăваш республикин Конституцийĕ те çитет. Çав сăлтав пирки Вырăс Ен Конституцине чăвашла куçарма кирлĕ мар.
Agabazar // 1564.16.9091
2014.04.16 20:55
Agabazar
"Ытла ăслă" эсир, Микулай. Ун пек "ăслă" пулнинчен нимĕнле усă та çук. Сиен çеç.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.17 20:14
Вырăссене - Вырăс Ен Конституцийĕ, чăвашсене - Чăваш республикин Конституцийĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем