Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫырнӑ Пӗтӗм вырӑс диктантне кӑҫал 508 ҫын хутшӑннине маларах пӗлтернӗччӗ. Ӑна Чӑваш Енре йӗркелекенсем — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ тата «Советская Чувашия» хаҫат — пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Пӗлтӗр диктантра тӑватӑ ҫын «5» паллӑ илнӗ пулсан кӑҫал ҫак палла иккӗн ҫеҫ тивӗҫнӗ. Вӗсем — Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш шкулӗнче 11-мӗш класра ӑс пухакан Кристина Филиппова тата Шупашкар районӗнчи Мӑн Мамӑш шкулне пӗтернӗ, халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Марина Осипова. Ҫакна та палӑртмалла: диктанта 11 ҫулти хӗрача та «5» палла ҫывӑх ҫырнӑ. Акцие Шупашкара Израильтен, Мароккоран, Туркменирен, Сирирен вӗренме килнӗ студентсем те хутшӑннӑ.
Диктант ҫырнӑ чи ҫамрӑк ҫын 8 ҫулта пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ӳсӗмне 70–79 ҫулсенче тесе палӑртнӑ. Кӑҫал Пӗтӗм вырӑс диктантне пӗтӗмпе 6 ҫӗршыври 352 хула хутшӑннӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, диктант ҫырнисен йышӗ икӗ хут — 64 пине яхӑн ҫын — ӳснӗ. 2000 яхӑн ҫын «5» паллӑ илнӗ.