Канаш хули монохуласен программипе килӗшӳллӗн федераци хыснинчен 700 миллион тенкӗ ытла илме пултарӗ. Ҫак укҫа индустри паркӗпе килӗшӳллӗн инженери инфратытӑмӗн объекчӗсене тумашкӑн кайӗ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта патшалӑх пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ списока кӗнӗ. Федераци хыснинчен укҫа уйӑрсан Канаш хулинче шыв сечӗсене, котельнӑйсемпе тасатакан сооруженисене ҫӗнетесшӗн. Ку инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме кирлӗ-мӗн.
Шупашкарта индустри паркӗ тума палӑртнӑ. Унта 250 миллон тенкӗ тӑкаклӗҫ. Ҫакнашкал тепӗр парк Канаш хулинче пулӗ. Канаш администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ документпа килӗшӳллӗн, индустри паркне 2020 ҫулччен туса пӗтерес тӗк инвестицин 8,8 миллиард тенки кирлӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 1467 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, вырӑнти хысна 150 миллион ытла тенкӗ илӗ.
2010 ҫулта монохуласен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар кӗнӗ, ӑна федераци хыснинчен укҫа уйарнӑ: 1,5 миллиард тенке яхӑн. Тепӗр ҫулхине Улатӑр пулӑшу илнӗ. 2012 ҫулта Чӑваш Ен монохуласен списокне Канаша сӗннӗ.