Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшра ача-пӑча кӗнекин «Филиппок» театрӗ ӗҫлет-мӗн. Кӗҫех вӑл хупӑнмалла. Ҫук-ха. Яланлӑхах мар. Вӑхӑтлӑха. Унчен вара театр черетлӗ заняти ирттернӗ. Унта ачасем епле пьеса лартассине суйланӑ. Кӗҫӗннисем «Теремок» юмах лартӗҫ, аслӑраххисем А.Н. Нестерован «Вӑрман шкулӗ» пьесине суйланӑ. Юлашкинчен асӑннӑ хайлав туслӑх, килӗшӳпе ҫураҫу, тӗрӗс те тӑрӑшуллӑ пулма вӗрентет. Тӗп харкамӗсем — вӑрман чӗрчунӗсем.
«Филиппок» театра ҫӳрекенсем ҫапла вара ҫывӑх вӑхӑтра харӑсах икӗ премьерӑпа савӑнтарӗҫ.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.20 19:05 | |
Çĕмĕрле районĕнчи Турханти вулавăшра чăваш чĕлхипе 13 кĕнеке çеç курăнать. Ыттисем ют чĕлхепе. |