Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Савнисен словарӗ пичетленсе тухрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Геннадий Дегтярёв 17.11.2008 11:11 | 1577 хут пӑхнӑ

Туссем, эсир техника ӑслӑлӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ кӗнеке таврашне вулама юрататӑр-и? Паллах, (ҫемҫерех калам-ха) кӑмӑлласах каймастӑр. Киче-е-ем вулама. Мӗншӗн кичем? Мӗн-ма тесен “технарьсен” чӗлхи типӗ-типӗ – стандартлӑ. Вӗсем ирӗклӗхе юратмаҫҫӗ: кашни ӑнлавӑн пӗр ят кӑна пулмалла теҫҫӗ, пӗр сӑмахпа темиҫе япалана палӑртмалла мар теҫҫӗ. Ҫапах та вӗсене уншӑн ӳпкелер мар. Хӑвӑрах ӑнланатӑр: капсюль вырӑнне хушӑран кастрюль тесен, атом вырӑнне те ҫавӑн евӗрлине калама пуҫласан специалистсем пӗр-пӗрне ӑнланми пулӗччӗҫ. Вара техника процесӗ те вӑрахланӗччӗ, ҫӗршыв та хӑрушлӑха лекӗччӗ. Ай-яй-яй! калаҫса кайрӑм. Хӑратаканӗсем халь пирӗн ахаль те пур-ха – вӑн, телевизорӗпе радионе яма та шикленмелле.

 

Ахаль калаҫура вара эпир пӗр сӑмаха тепринпе ирӗклӗнех улӑштаратпӑр. Ӗненместӗр-и? Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр шӗвӗркке урамран лап-лапра килсен амӑшӗ ывӑлӑ-ӑ-ӑм! тесе кӗтсе илет-ши? Кӑмӑлне кура, пӗри сысна ҫури! тесе кӑшкӑрать, тепри шӑпӑрлана э-хе-хей, сысна ҫурийӗм тесе ӳпкелет. Кун пек улӑштарусем ятарлӑ лару-тӑруран килеҫҫӗ тейӗпӗр, хӑнӑхнӑ ылмашусем те сахал мар чӗлхере: куршакне чӳлмек теҫҫӗ, кӑшманне – чӗкӗнтӗр, пиччене – тете. Чӗлхене нормӑлакансем тури чӑвашсене те, анатрисене те кӳрентересшӗн мар: хӑть те хӑшӗнпе усӑ курӑр – ҫавах пӗр пӗлтерӗш. Пӗр ӑнлавах палӑртакан ӑрасна сӑмахсене чӗлхере “синонимсем” теҫҫӗ. Кусем “тулли синонимсем” пулчӗҫ. Урӑхлараххисем те пур, вӗсене вара “пӗлтерӗшлӗ синонимсем” теҫҫӗ. Малтанхисем чӗлхене кӑштах ҫӳпӗленӗ пек те туйӑнать, иккӗмӗш ушкӑна кӗрекеннисем вара чӗлхене хӑт кӗртеҫҫӗ, пуплеве илемлӗрех тӑваҫҫӗ, калаҫӑва сӑнарлӑх кӳреҫҫӗ. Хӑшӗсем-ха вара вӗсем? Калӑпӑр, хуллен вырӑнне эпир вӑрахӑн, ерипен, майӗпен теме пултаратпӑр. “Ҫиет” тес вырӑнне тӗрлӗ лару-тӑрура апатланать, ҫырткалать, чӗре сури тӑвать, тӗшӗрет, чыхать, авӑртать, хырӑмне тултарать текенсем пур. Ку сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем пӗр-пӗринчен пӗлтерӗш сӗмӗпе е стиль тӗсӗпе ҫеҫ уйрӑса тӑраҫҫӗ.

 

Чӗлхере синонимсемсӗр питӗ кичем пулӗччӗ! Ҫывӑр та ҫывӑр... Халь, вара ҫак пӗлтерӗше мӗнле кӑна палӑртмастпӑр: ыйха турт, ыйхӑ ҫап, ыйха пут, харлаттар, хуп турттар, тӗлӗр, кӑтӑш пул, сӗнк. Паллах, пурне те тӳрех аса илме май ҫук – кун пек чухне пире ятарлӑ сӑмах кӗнекисем “Синонимсен словарӗсем” пулӑшаҫҫӗ. Вырӑссен кун пекки темиҫе те пур. Пирӗн вара чӑваш ачисем валли хатӗрленӗ ҫакнашкал словарь чӗрӗк ӗмӗр каялла тухнӑччӗ. Унӑн авторӗ – Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи наукисен кандидачӗ Елизавета Васильева – хальхаҫҫӑн “Чӑваш чӗлхинчи синонимсен словарьне” калӑпласа кӑларчӗ. Ку кӑларӑм та пысӑках мар (204 стр.), ҫапах та малтанхинчен пуянрах, интереслӗрех пулса тухнӑ. Синонимсен пӗлтерӗшне илемлӗ литературӑран илнӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. Синоним речӗсем те туллирех. Тӗслӗхрен, илемлӗ сӑмах патне хитре, чипер, шеп, селӗм, хӳхӗм, маттур синонимсене панӑ. Чӑн та, ку список чылай вӑрӑмрах пулмаллаччӗ: илемлӗ сӑмахӑн “ӗҫтешӗсене” тупассипе пӗрре ирӗклӗ конкурс та йӗркеленӗччӗ – чи маттуррисем 40 ытла(!) синоним тупса панӑччӗ. Паллах, сӑмахсара кӗртнӗ пӗрпеклӗхсемпе те асӑрхануллӑ пулмалла: синонимсем те яланах пӗр-пӗрне ылмаштараймаҫҫӗ. Калӑпӑр, словарьте “ҫын, этем – человек” тенӗ. Анчах халӑх каланине астӑватӑр-и: “Этем нумай та, ҫын сахал”. Этеме ҫын пулма ҫынлӑх кирлӗ – ку тупра вара кашнинех пулмасть...

 

Пичет ӗҫченӗ тепӗр чух вырӑсларан-чӑвашла тӗрӗс те килӗшӳллӗ куҫарас тет те юрӑхлӑ синоним шыраса хӑшкӑлать вара. Вӗсене пулӑшма Елизавета Федоровна словарь вӗҫӗнче вырӑс сӑмахӗсен кӑтартмӑшне панӑ. Пӗтӗмлетсе каласан – усӑллӑ кӗнеке ҫапӑнса тухнӑ! Эккей, ӑҫта хыпаланатӑр: словарь туянма лавккана чупасшӑн-и? Ҫуккӑ вӑл унта. Тем те пур, вӑл ҫук! Пирӗн республикӑра Чӗлхе саккунӗ пур, наци политикишӗн яваплӑ ҫынсем пур ...Словарь вара ҫукпа пӗрех – ӑна авторӗ пенси укҫине пухса, хӑй шучӗпе 50(!) экземпляр кӑларнӑ. Хам та пӗр штук кӑна тупма пултартӑм. Пединститутра пысӑкрах тиражпа кӑларас пек калаҫҫӗ те, тахҫан пулӗ ӗнтӗ. Хаҫатҫӑ тусӑмсене пичет кунӗ ячӗпе парнелӗттӗм-ха ун чухне...

 

“Чим-ха, чим, – тейӗ хисеплӗ вулакан, – савнисен словарӗ тени йӑнӑш ҫапӑнни пулчӗ-и вара?” Ҫук-ҫук, тӗрӗсех: синонимсен сӑмахсарне шахвӑртарах “савнисен словарӗ” теме пулать. Асӑрханӑ-и эсир – чӗмсӗр те типӗрех ҫынсен те, юратса пӑрахсан, чӗлхи уҫӑлать, пуплевӗ синонимсемпе пуянланать. Юратупа ҫунакан каччӑ хӑйӗн савнӑ хӗрӗ валли мӗнле кӑна ят тупмасть пулӗ: савнийӗм, пикеҫӗм, чиперккем, пирӗштийӗм, чӗкеҫӗм, сар кайӑкӑм, ҫӑлтӑрӑм, ылтӑнӑм...

 

Юратусӑр чӗлхе те аталанаймасть, словарь те кун ҫути кураймасть.

#кӗнекесем

 

Комментари:

Suvar S. // 2087.53.4152
2008.11.18 00:52
Çапла.
Елена // 2747.66.1007
2008.12.03 18:42
Мана та питĕ кирлĕччĕ ку словарь. Студентсем те питĕ савăннă пулĕччĕç уншăн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем