Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Кремльте чӑваш сӑмахӗ янӑранӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.04.2014 10:05 | 1719 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Нумаях пулмасть Кремль керменӗнче паллӑ поэт Расул Гамзатов 90 ҫул тултарнине тата Дагестан Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 200 ҫул ҫитнине халалласа уяв иртнӗ.

Икӗ юбилее халалланӑ мероприятие Дагестан Республикин Президенчӗ Рамазан Абдулатипов, Раҫҫей тата Дагестан правительствин пайташӗсем, вырӑс ҫыравҫисемпе поэчӗсем, общество деятелӗсем, Мускавра пурӑнакан дагестанецсем, Расул Гамзатов пултарулӑхне килӗштерекенсем пухӑннӑ.

Ҫак уява Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков та хутшӑннӑ. Вӑл унта пушӑ алӑпа килмен: Расул Гамзатовӑн сӑвӑсен пуххине чӑвашла куҫарнӑ «Вучах умӗнче» кӗнекепе пынӑ. Ӑна Дагестан поэчӗ 90 ҫул тултарнӑ тӗле ятарласа Валерий Туркай куҫарнӑ. Кӗнекене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ общество фончӗ чӑваш меценачӗ Петр Исли пулӑшнипе кӑларнӑ.

Хаклӑ парнене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Леонид Волков Расул Гамзатовӑн «Наверно, таков мой удел» сӑввине чӑвашла вуланӑ. Дагестан ҫынни ҫав сӑввах авар чӗлхипе, уява ертсе пыракан вырӑсла вуланӑ.

Леонид Волков «Дагестан» ПТРКна интервью панӑ, чӑваш тата Дагестан халӑхӗсен туслӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Расул Гамзатовпа Андрян Николаев юлташсем пулнӑ. Космонавт Дагестан поэчӗн тӑван аулӗнче темиҫе хут та пулнӑ. Андриян Николаев — Махачкалан хисеплӗ ҫынни. Муса Манаров та Дагестан халӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл — лакец, Кавказ халӑхӗн ывӑлӗ. 2015 ҫулта 2000 ҫул тултаракан Дербент хули Атӑлҫи Пӑлхарпа суту-илӳпе экономика тӗлӗшӗнчен ҫыханнӑ пулнӑ.

#Раҫҫейре, #литература, #чӑваш чӗлхи, #Дагестан

 

Комментари:

Agabazar // 3995.38.3341
2014.04.21 23:53
Agabazar
Расул Гамзатов вырăсла сăвăсем çырман. "Наверное, не у дел"—кун пек калама пултарайман, сăвă апла ятлă пулма пултарайман.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем