Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.04.2014 16:45 | 1758 хут пӑхнӑ
Культура Чыславра
Чыславра

«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене акан 18-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче чысланӑ.

«Чӑваш кӗнеки» номинацире Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» хайлавӗ ҫӗнтернӗ. «Ҫулталӑк прози» номинацире Хветӗр Уярӑн «Близ Акрамова» кӗнеки мала тухнӑ.

«Асамлӑ йӗрке» номинацире Порфирий Афанасьевӑн «Каҫхи кӑвайт» кӗнеки мала тухнӑ. Вырӑс литературинче Любовь Петровӑн «И грусть, и радость, и мечты…» ҫӗнтернӗ. «Ача-пӑча тӗнчинче» Юрий Сементерӗн «Килӗр, килӗр, кайӑксем» кӗнеки чи лайаххи тесе палӑртнӑ. Ҫак номинацирех Светлана Гордеевӑн «Веселая карусель» кӑларӑмӗ чи лайӑххи пулнӑ. Конкурс лауреачӗсен дипломӗсемпе Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» тата Анатолий Смолинӑн «Асамлӑ азбука» кӗнекисене те чысланӑ.

«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсне хастар хутшӑннӑшӑн Муркашри тӗп вулавӑша Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

Республикӑра 15–22 ҫулсенчисем хушшинче чи нумай кӗнеке вулаканни Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси шкулӗн вӗренекенӗ Ирина Федорова пулнӑ. Ҫак номинацирех Муркаш районӗнчи Ильинка шкулӗнчи Анастасия Иванова, Муркаш шкулӗнчи Ангелинӑпа Анна Зайцевӑсем дипломант пулса тӑнӑ. Турай шкулӗнчи 4-мӗш класра вӗренекен Ксения Семеновӑна тата Чуманкасси шкулӗнче Мая Илларионовӑна кӗнеке вулама юратнӑшӑн, конкурса хастар хутшӑннӑшӑн Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.

#Йӳҫкасси, #вулавӑшсем, #конкурссем, #наци вулавӑшӗ, #Муркаш, #Муркаш районӗ, #Йӳҫкасси, #Ильинка, #Чуманкасси, #Турай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем