Кун пирки Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн сайчӗ пӗлтерет. Ҫаплах пуль ҫав ӗнтӗ — ҫӳп-ҫап пуҫтарассине те ҫавӑн пек шайри пуҫлӑхсем пӑхса-тӗрӗслесе тӑмасӑр май килмест-тӗр ӗнтӗ… «Района хӑтлӑх кӳрессипе ӗҫсем епле пынине тӗрӗслесе тӑрассине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров хӑй ҫине илнӗ», — тесе ҫырнӑ хыпарта.
Хӗрлӗ Чутайсем халӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнине тасалӑхра кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ иккен. Вӑрҫӑра вилнӗ салтак палӑкӗсене йӗркене кӗртессипе уйрӑмах ҫине тӑрасшӑн-мӗн.
Паян вара район администрацийӗнче ӗҫлекенсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи техникӑна палӑк евӗр лартса хунӑ вырӑна тирпейленӗ. Ун ҫывӑхӗнчен иртсе каякан тротуара та вӗсем йӗркене кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне Хӗрлӗ Чутай патӗнчи ҫул айккине ҫирӗплетнӗ.