Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Аслӑ Британи уявӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 24.04.2014 10:04 | 1882 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Галина Зотова тунӑ сӑн
Галина Зотова тунӑ сӑн

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхе вӗрентекенӗсем Раҫҫейри Британи ҫулне халалласа темиҫе мероприяти те ирттерчӗҫ. Акан 23-мӗшӗнче районти кашни шкул вӗренекенӗ пӗр-пӗр уяв пирки хӑтлав (презентаци) тӑрӑх, е кӗске спектакль кӑтартса, сӑвӑ-юрӑ юрласа Британи тата Америка уявӗ пирки каласа пачӗ.

Кӑҫал Вильям Шекспир ҫуралнӑранпа 450 ҫул ҫитет, Хӗрлӗ Чутайри Татьяна Романова ун пирки каласа пачӗ, Шекспир сӑввине пӑхмасӑр вуларӗ. Роберт Бернс поэта халалласа чутайсемех ҫак уяв еплерех иртнине сӑнласа пачӗҫ, шотланди ташши, «Забыть ли старую любовь» Бернс сӑввисем вырӑсла тата акӑлчанла янӑрарӗҫ. Хрантсус чӗлхине вӗренекенсем Кристина Яхатина, Олеся Петрова тата Мария Филиппова Француз уявӗсемпе паллаштарчӗҫ. Лапаева Кристина Ҫветтуй Валентин уявӗ ирки каласа пачӗ. Питӗркасси шкул вӗренекенӗ Павел Михуткин пурте юратакан Раштав — Christmas уявӗн Британири пулӑмӗсемпе паллаштарчӗ.

Хусанушкӑнь вӗренекенӗ Марина Токшикова Пӗтӗм Тӗнчери Ҫӗр уявӗ пирки, Ҫӗр планетӑна упрасси пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Штанашсем Кристина Иванова Британири Анне уявӗ тата Надежда Устинова Хэллоуин пирки каласа пачӗҫ. Хӗрачасем акӑлчан чӗлхине юратса вӗренеҫҫӗ, уявсем пирки илемлӗ хӑтлавсем хатӗрленӗ, текстне пӑхмасӑр калама вӗреннӗ. Пӑхӑнманлӑх куна Британире те, АПШра та уявлаҫҫӗ. Лариса Ванюшкина ку уяв пирки тӗплӗн паллаштарчӗ.

Ҫӗнӗ Атикассинчи Валентина Петровна Чертовӑн хӗрӗ Америкӑна кайма пултарнӑ, вӑл хӑйӗн юратнӑ вӗрентекенӗ валли Америка ялавне сувенир парса янӑ. Валентина Петровна Хӗрлӗ Чутайри акӑлчан чӗлхи вӗрентекенне — Горбунова Галина Георгиевнӑна — ҫак сувенира парнелерӗ. Галина Георгиевна валли татах та парне пур иккен. Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкул хыҫҫӑн Оля Яшмейкина Хӗрлӗ Чутай шкулне ҫул тытрӗ. Оля кӑҫал Британире пулнӑ, хӑйне ют чӗлхе вӗрентнӗ вӗрентекенсем валли тӗрлӗ сӑнӳкерчӗксем чылай илсе килнӗ, Галина Зотова ҫак ӳкерчӗксен пуххине Галина Георгиевнӑна та парнелерӗ. Мӑн Этмен шкул вӗренекенӗсем Ҫуралнӑ кун уявне сӑнарласа пачӗҫ: хӑналанчӗҫ, акӑлчан ташшине ташларӗҫ, акӑлчан сӑвви-юрри янӑрарӗ. Атнарсем те вӗсенчен юлмарӗҫ, 6-мӗшсемпе 8-мӗшсем вӗсем Гай Фокс Кунне сӑнарласа пачӗҫ. Тури Ҫӗрпӳкассинчи Татьяна Максимовӑпа Ирина Романова Тав кунне еплерех ирттерни пирки пӗлтерчӗҫ.

Ҫак кунсенче православи халӑхӗ Мӑнкун уявӗнче савӑнать. Британире те ку уява анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутайри 11-мӗш класра вӗренекен Татьяна Борисова телеертӳҫӗ ку уяв пирки пиллӗкмӗшсенчен интервью илчӗ, уяв пирки татах та нумай пӗлтӗмӗр.

Уяв ҫӳллӗ шайра, интереслӗ иртрӗ.

#вӗренӳ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Мӑн Этмен, #Хӗрлӗ Чутай, #шкулсем, #Штанаш, #Хусанушкӑнь, #Тури Ҫӗрпӳкасси, #Питӗркасси, #Ҫӗнӗ Атикасси, #Атнар, #уявсем, #акӑлчан чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем