Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртри тӗп пӗлӳ паракан шкулта иртекен чӑваш чӗлхи эрнин иккӗмӗш кунӗнчи мероприяти — вулав конференцийӗ.
Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен М.И. Табакова, ял библиотекарӗ А.И.Капитонова ертсе пынипе 5–7 класра вӗренекенсем Александр Мефодьевӑн «Эх, тӗррӗмӗр, эрешӗмӗр», «Хуплу, шӑрттан, пӳремеч», Геннадий Волковӑн «Виҫӗ юрӑ» хайлавӗсене сӳтсе явнӑ.
Мероприятие хатӗрленсе Антонина Исааковна «Савӑк кӗвӗ чунӑмра» ятлӑ кӗнекесен куравӗ йӗркеленӗ.
Марина Ильинична чӑваш ҫӗршывӗ ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗ пулнине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ.
Вулавӑшра «Авалхи... Ӗнерхи... Паянхи...» тӗрӗ-эреш куравӗ те иртнӗ.
Вӗренекенсем вуланӑ хайлавсем тӑрӑх тухса калаҫнӑ. Кашниех хӑйӗн шухӑшне палӑртма пултарнӑ. Тӗрлемелли ҫиппе унччен йӗтӗн вӑрринчен туни, ӑна тӳни, тӗртни ҫинчен пуҫласа пӗлнӗ конференцие пуҫтарӑннӑ ачасенчен хӑшӗсем. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ пирки каласа панине те вӗренекенсем тимлӗн итленӗ.
Чӑваш халӑхӗн виҫӗ юрӑ («Уй варринче лаштра юман», «Вӗҫ, вӗҫ, куккук», «Алран кайми аки-сухи») пулнине вара чылайӑшӗ пӗрремӗш хут илтнӗ.
«Ертсе пыракансем ҫав юрӑсене шӑрантарни конференцин сӗмне тата ытларах кӗртрӗ», — тесе ӗнентереҫҫӗ унта пулса курнисем.
Люлмила // 4053.94.5729
2020.02.26 08:26 | |
Чӑваш апат ҫимӗҫӗ,типӗ тытнӑ чух мӗнле тутлӑ апатӑн рецепчӗсем пур ши? |