Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ 140 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Лукина А.Н. 26.11.2008 14:37 | 3324 хут пӑхнӑ

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ И.Я. Яковлев 1868 ҫулхи кӗркунне Чӗмпӗрте чӑваш шкулне никӗсленӗренпе 140 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна уявлама 2008 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулине Чӑваш патшалӑх университетӗнчен Вӗрентӳпе консультации пунктне делегаци тухса кайрӗ: ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ В.Г. Родионов профессор, Г.И. Федоров профессор, В.А. Абрамов доцент, В.А. Милютин доцент, «Ульяновск» хаҫат редакторӗ Л.И. Филиппова, «Хыпар» хаҫатра культура пайӗн редакторӗ Н. Смирнова, О.Н. Яковлева.

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗсӗнче академик Л.П. Кураков сӗннипе йӗркеленӗ ЧПУн Вӗрентӳпе консультаци пунктӗнче вӑй хуракансем уява килнисене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уяв И.Я.Яковлев музейӗнче иртрӗ. Саламлама килнисем хушшинче Ульяновск облаҫӗн вӗрентӳ министерствинчен Ф.Т. Улендеева, Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономи исполкомӗн председателӗ В.И. Сваев пулчӗҫ. Вӗсем тухса калаҫнӑ май И.Я. Яковлев уҫнӑ шкулӑн пӗлтерӗшӗ иксӗлменнипе, ЧПУ ректорӗ Л.П. Кураков патриархӑн идейисене малалла аталантараканӗ пулнине палӑртрӗҫ. Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн исполкомӗ пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Л.П.Кураков академике «Тав хучӗпе» чысларӗҫ.

Ларура ҫавӑн пекех В.Г.Родионов, В.А. Абрамов, В.В. Грузин, Г.И. Федоров, В.А. Милютин сӑмах илчӗҫ. В.А. Абрамов Чӗмпӗрти Ульяновск ячӗллӗ ЧПУ представительствин служба ертӳҫи, кӑҫал вӗренсе тухакансене дипломсем пачӗ. В.Г.Родионов хальтерех кӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята тивӗҫнӗ В.В.Грузина хаклӑ документ тыттарчӗ. Савӑнӑҫлӑ ларура чӑваш юрри те янӑрарӗ.

#юбилейсем, #Чӗмпӗр, #Чӑваш патшалӑх университечӗ

 

Комментари:

Микулай // 2116.67.6260
2008.11.28 20:55
ЧПУ ректорĕ Л.П. Кураков патриархăн идейисене малалла аталантараканĕ пулнине палăртрĕç.
++++++++++++++++++++
Вара вăл (Л.П. Кураков) Чĕмпĕрти чăваш шкулне 140 çулне ют чĕлхепе паллă тунипе Яковлев ĕçне (чăвашсене вырăслатарни) малалла аталантараканĕ пулать ĕнтĕ.
Елена // 2747.66.1007
2008.12.03 18:25
И.Я.Яковлев чăваш халăхне вырăслатаканĕ пулнă тесе паянхи 21 ĕмĕр тӳпинчен тиркешсе ларма питĕ ансат пулĕ. Хут пĕлмен чăвашсене мĕн чухлĕ шкул уçса парса тĕттĕмлĕхрен кăларни пĕрре те шутра мар-им? Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ 140 çул тултарнине халалланă уявра тухса калаçакансем вырăсла сă махланишĕн ытла хĕрӳлленсе чăркăшни те тĕлĕнтерет: уява сума суса килнĕ хăнасем хушшинче чăвашла пĕлменнисем те пурччĕ. Урăх чĕлхеллĕ халăхсене чăваш ялан хисепленĕ,ку вăл хăй чĕлхи çине сурса хунине пĕлтермест,çураçуллă та сăпайлă пулнине кăтартать.
Микулай // 8765.0.5192
2008.12.04 10:57
Апла пулсан Чăваш республикин Аслă Канашĕнче камсене хисеплесе ют чĕлхепе çеç калаçаççĕ? Е эсĕ МАНКУРТ пулатăн?
Чăваш республикинче чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне хумаççĕ-и? Чăваш чĕлхи шкулта вĕренӳ вăхăчĕпе миçе процент пулать? Чăваш чĕлхипе мĕн чухлĕ кĕнеке, хаçатпа журнал тухать? Нумаях пулмасть манкуртсем чăваш чĕлхин сасă паллисен пуххине кăларнă. Вăл чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне хунине çеç мар тата та хăрушрах япалана кăтартать.
2008.12.04 18:21
Аçтахар Плотников
Микулай, эс кăна ĕнтĕ чăваш. Ыттисем пурте манкурт.
«Чăваш республикинче чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне хумаççĕ-и?» — çак сăмахсене çырса йăлăхтарса çитермерĕ-и?
2008.12.05 13:40
Аçтахар Плотников
Ма суян? Ма çын пирки япăх шутлан? "Эсĕ вара чăваш чĕлхине Чăваш республикинче тислĕк вырăнне хунине килĕшнĕ курăнать" — ăçта эп апла каланă? Ун пек сăмахсемшĕн сута та пама пулать. Эп памас ĕнтĕ, тепри вара пама та пултарать.
Чăваш чĕлхи шайĕ Респуликăра япăх пулнипе килĕшнĕ пулсан çак сайта тумастăмччĕ. Чăвашлăхшăн та тăрăшмастăмччĕ. Эсир вара çапла каласа кӳрентересшĕн. Юрать-ха апла каланипех кӳренместĕп.
Микулай // 2116.67.6260
2008.12.05 21:29
Ун пек сăмахсемшĕн сута та пама пулать.
+++++++++++++
Эпĕ кунта санпа килĕшетĕп. Ăна Вырăс Енре мар Страсбург хулинче çынна сыхлакан сутра (European Court of Human Rights) иртерсен лайăх пулать.
Анонимла // 1032-5693
2008.12.06 13:10
Турăçăм! Мĕн тавлашса ларатăр-ха эсир? Тĕрĕсне калать Admin. Эс, Migulaj, Чăваш республикинче чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне ан хуччĕр тесе мĕн те пулин тунă-и хăв?! Чăтма пултараймастăп çавăн пек сÿтĕлсе ларакансене! Яковлев, тен, Кураков та тунин чĕрне хурине те тăмастăн пуль-ха хăв.
Микулай // 2116.67.6260
2008.12.06 16:43
Эпĕ чăваш чĕлхине хӳтĕлени вăл çураçуллă та сăпайлă мар пулнине кăтартаь иккен. Ют чĕлхепе чăвашсен Аслă Канашĕнче калаçни тата мĕне пĕлтерет сирĕн шутпа?

Çакна http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=3;t=2365;st=20 эсир вуламан курăнать.

3. Чăвашсен Аслă Канашĕнче, судра, шкулта тата ытти Патшалăх çурчĕсенче халех ырана хăвармасăр чăваш чĕлхипе усă курма тытăнмалла.

3. Судсенче чăваш чĕлхине усă кураççĕ. Хăш-пĕрисем ятарласах "эпĕ вырăсла ăнланмастăп" теççĕ те вара вĕсем валли тăлмачсене чĕнеççĕ. Анчах та ытларах чухне вĕсенче чăваш чĕлхине юратни çук, леш тӳресемпе ваккатсен ĕçне йывăрлатас шухăш çеç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем