Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чӗмпӗрти вӗрентекенсене чӑваш кӗнекисем килӗшнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 27.04.2014 12:59 | 1740 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Чӑваш кӗнеке издательстви Чӗмпӗр облаҫӗн Вӗренӳ министерстви, Чӗмпӗрти вӗренӳ тытӑмӗнчи ӗҫченсен квалификацие пысӑклатакан институт, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономийӗ чӗннипе регионсем хушшинче иртнӗ «Иван Яковлевӑн педагогика еткерӗ хальхи вӗренӳпе культура аспектӗнче» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине хутшӑннӑ.

Мероприятие Чӑваш чӗлхи кунне тата чӑваш халӑхӗн Ҫуттакӑларуҫи ҫуралнӑранпа 166 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл акан 25-мӗшӗнче Чӗмпӗрте иртнӗ.

Конференцие килнӗ регион тата муниципалитет органӗсен вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем, ертӳҫӗсемпе педагогсем, таврапӗлӳҫӗсем, музей тата культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем валли Чӑваш кӗнеке издательстви курав йӗркеленӗ. Конференцие ҫитнисем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, чӑваш халӑх культурипе хатӗрленӗ вӗренӳпе медодика литературипе кӑсӑкланнине палӑртмалла.

Экспозицире, паллах, Чӑваш кӗнеке издательстви Иван Яковлевӑн пилӗк чӗлхепе кӑларнӑ «Чӑваш халӑхне панӑ Халал» пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех «Повествование о чувашах» (Е.В.Енькка), «Асанне юмахӗсем», «Чӑваш кухни» (З.Л.Антипова, В.Н.Алексеев), «Узоры, цвет, символика» (Г.Н.Иванов-Орков), «Чӑваш тӗрри» (Е.Н.Жачева) кӗнекесене те хапӑлласах йышӑннӑ.

#Чӗмпӗр, #кӗнекесем, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #Чӑваш чӗлхи кунӗ

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.28 16:16
"издательстви" сăмаха чăвашла çырма пулмасть пулĕ.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.28 16:21
7 кĕнекерен пĕри çеç чăвашла тухнă-им?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем