Шупашкар хулинче кимӗсем валли штрафстоянка туса хунӑ. Вӑл вырӑна шывра ишмелли правилӑсене пӑсакан ҫав хатӗрсене лартса тухӗҫ.
Кимӗсене штрафстоянкӑна тӑратмалла тӑвассине ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн кирлине палӑртаҫҫӗ иккен республикӑн тӗп хулин администрацийӗнче. Капла йышӑнни вӗсен хуҫисене яваплӑрах пулма хистӗ.
Ун пек стоянка пулманнине кура карапсен хуҫисене туллин явап тыттарма май килмен. 25–30 кимӗ лартмалӑх вырӑн йӗркеленӗ хыҫҫӑн ку ыйту татӑласса шанаҫҫӗ.
Кимӗсене штрафстоянкӑна илсе каяс йӗрке автомобильсеннипе пӗр пекрехех иккен. Кимӗн хуҫи кам иккенне ҫирӗплетекен тата ишмелли хатӗр тӑрӑмне палӑртакан хутсем ҫук тӑк е кимме тытса пыраканни ӳсӗр пулсан ҫав транспорта ятарлӑ стоянкӑна каяҫҫӗ те лартаҫҫӗ. Унта илсе кайма хӑтланса тӑкакланнишӗн те, унта упранишӗн те кимӗ хуҫине тӳлеттерӗҫ.