Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Хурасӑр пуҫне мӗнпур тӗс» ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.04.2014 18:47 | 1580 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа акан 12-мӗшӗччен республикӑра «Хурасӑр пуҫне мӗнпур тӗс» ятпа ӳкерчӗксен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Федерацин нарконтролӗн управленийӗ, Культура тата Вӗренӳ министерствисем тата «Ҫӗршывӑн ачисем — тивӗҫлӗ смена» коммерцилле организаци пӗрле йӗркеленӗ.

Конкурса 6 ҫултан пуҫласа 17-чченхисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 1 183 ӗҫ тӑратнӑ. Ӗнер ҫӗнтерӳҫӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Мероприятие наркоконтроль управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Барсуков, хаклав председателӗ — И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн живопись кафедрин профессорӗ Анатолий Данилов тата ыттисем хутшӑннӑ.

6–10 ҫулхисенчен пӗрремӗш вырӑна Кӳкеҫри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Татьяна Романова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкарти 61-мӗш шкулти Екатерина Капралова тата Муркашри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи Екатерина Соколова пайланӑ. Вӑтам ушкӑнра, 11–13 ҫулсенчисен хушшинче, Етӗрнери ӳнер шкулӗнчи Руслан Блинов ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Карина Земдиханова, виҫҫӗмӗшӗнче — Муркашри ӳнер шкулӗнчи Арина Еремеева. 14–17 ҫулсенчисенчен Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Ирина Никитина ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗренекен Ольга Михайлова тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Комсомольскинчи 1-мӗш шкулти Кристина Сергеева.

#ӳнер шкулӗсем, #Кӳкеҫ, #конкурссем, #Шупашкар, #61-мӗш шкул, #Муркаш, #Етӗрне, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Муркаш, #Куславкка, #Комсомольски

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем