Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кемаль Чапраса асӑнса концерт иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
ille 08.12.2008 17:45 | 1418 хут пӑхнӑ

Чӑваша Чӑваш пулма тата Чӑваш пулнӑшӑн пӗр пайтасӑр пулӑшакан кунта та сахал, инҫетри Турци ҫӗр-шывӗнче пурӑннӑ Кемаль Чапрас тӑванӑмӑрӑн вара чун ӑшши тӑван турккӑ халӑхӗшӗн те, хурӑнташ ытти тӗрӗк халӑхӗсемшӗн те ҫитетчӗ.

Ҫав шутра чӑвашсем валли те.

Вӑл йыхравланипех Ҫӗньял пултарулӑх ҫуртӗн артисчӗсем Турцири фестивальсене темиҫе те хутшӑнчӗҫ, лауреатсем пулса таврӑнчӗҫ, чӑваш юрри-кӗввине телеэфир урлӑ та пӗтӗм тӗнчене янраттарчӗҫ.

Чӑваш ҫамрӑкӗсем те Кемаль Чапрас пулӑшнипех хурӑнташ патшалӑхсенчи университетсенче тӳлевсӗр вӗренеҫҫӗ.

Журналист пулнӑ май, вӑл хӑй те Чӑваш Ене темиҫе те ҫитсе курнӑ, чӑвашсем ҫинчен нумай статья ҫырса кӑларнӑ.

 

Ҫавӑнпах Ҫӗньял Пултарулӑх Ҫуртӗнче 2008 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Асӑну концерчӗ иртет. Вӑл 18:00 сехетре пуҫланать.

 

ЧӐВАШ ЧУНӖ

Аслӑ Концерт

 

1. „Ахрӑм” ансамбль (ертӳҫи Николай Алексеев)

2. „Ҫӗньял” фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Земфира Яковлева)

3. „Ҫӑлкуҫ” ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи Андрей Патри)

4. Тӗрӗк тӗнчин культурӑ центрӗ ҫумӗнчи фольклор ансамблӗ (солистсем Светлана Тяхмусова, Тая Смирнова, Иван Салмин, Николай Николаев, хут-купӑсҫӑ Андрей Кузнецов, сӗрме купӑсҫӑ Андрей Осипов)

Концерта 5 тенкӗ (ҫурта укҫи) хывакансене кӗртеҫҫӗ.

#концертсем, #Кемаль Чапрас

 

Комментари:

2008.12.08 20:37
Аçтахар Плотников
Çĕньял — ку хăш районти, хăш ял тăрăхĕнчи ял? Чăваш Енре питĕ нумай Çĕньял. Çакна пĕлтерсен лайăх пулĕччĕ.
Vik // 2341.38.7293
2008.12.08 20:53
"Çĕн ял" фольклор ушкăнĕн (З. К. Яковлева — ертӳçи) ялĕ пулĕ вăл?
2008.12.08 21:01
Аçтахар Плотников
2. „Çĕньял” фольклор ансамблĕ (ертӳçи Земфира Яковлева) — кăна ĕненсе çапла пулĕ. Вара тепĕр ыйту — „Çĕньял” фольклор ансамблĕ хăш тăрăхран, хăш районтан? :)
2008.12.08 21:03
Аçтахар Плотников
Эп ахаль ыйтмастăп. Пирĕн ял тăрăхнех ун ятлă ял кĕрет. Хам вара Çĕньял ятлă темиçе яла та çитсе... Шупашкар районĕнчех вĕсем темиçе.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем