Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.05.2014 21:07 | 1213 хут пӑхнӑ
Хулара

Паян республикӑра Ҫӗнтерӳ кунне халалласа мероприятисем иртнӗ. Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре шӑп кӑнтӑрла Ӑслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 69 ҫул ҫитнине халалласа митинг пуҫланнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев халӑха уяв ячӗпе саламланӑ май ветерансене сывлӑх, телей, хавхалану суннӑ.

Митинг хыҫҫӑн Хӗрлӗ тӳремре Шупашкар гарнизонӗн подразделенийӗсен полкӗсем тата ҫар техники парада тухнӑ. Ҫакна курма пин-пин ҫын пухӑннӑ: Шупашкарта пурӑнакансем те, хӑнасем те. Уяв стройӗнче 1 200 ытла ҫын утнӑ, 60 яхӑн ҫар техники пулнӑ. Парада хутшӑннисен йышӗнче — вӑй ведомствисен представителӗсем, Афганистан вӑрҫин ветеранӗсем. Кадет шкулӗн, ачасен полицейски академийӗн тата ҫарпа спорт клубӗсен вӗренекенӗсем те парада тухнӑ.

Уяв колоннисем хыҫҫӑн ҫар техники — «Катюша», Т-34 танк, ЗИСсем тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи ытти техника — кайнӑ. Авиаци тата парашютистсем уява тата илем кӳнӗ. Шупашкар гарнизонӗн подразделенийӗсен полкӗсем тата ҫар техники парада тухнӑ хыҫҫӑн Хӗрлӗ тӳремре вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тӗпеле уҫӑлнӑ. Унта ветерансем ҫулсерен тӗл пулаҫҫӗ. Менюра салтак пӑтти, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, какай тата фронтри «100 грамм» пулнӑ. Ветерансем валли вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсем янӑранӑ.

Малалла концерт пуҫланнӑ. Унта Шупашкарти паллӑ артистсем хутшӑннӑ. Яланхи пекех тӳпере салют ялтӑртатнӑ.

#Ҫӗнтерӳ кунӗ, #уявсем, #Шупашкар

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.10 15:09
Шупашкарта Çĕнтерӳ кунне мĕнле чĕлхепе паллă тунă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем