Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Юхма Мишши Вӑрнар район ҫыннисене «Ӗмӗрлӗх юрату» кӗнеке историне каласа кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.05.2014 21:25 | 1518 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Юхма Мишши тӗлпулура
Юхма Мишши тӗлпулура

Чӑваш халах ҫыравҫи Юхма Мишши нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Вӑрнарти 1-мӗш шкулта вӑл районти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсемпе тӗл пулнӑ. Юхма Мишши чи малтанах лайӑх хыпар пӗлтернӗ: спонсор пулӑшу кӳнӗ май Вӑрнар районӗнчи 24 шкула чӑвашла 25 кӗнеке ҫитӗ.

Юхма Мишши чӑваш халахӗн историне нумай тӗпченӗ. «Древние чуваши», «Древние чувашские боги и герои», «Древние чувашские города»… Тӗлпулура ҫыравҫӑ истори пирки калаҫнӑ.

Юхма Мишши Вӑрнар район ҫыннисене хӑйӗн пӗр кӗнеки пирки тахҫанах каласа кӑтартасшӑн пулнӑ-мӗн. «Ӗмӗрлӗх юрату» — блокадӑри Ленинградра ҫуралнӑ юрату пирки. Кӗнекене блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ Анна Павловна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх ҫырнӑ. Юхма Мишши унпа иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче паллашнӑ. Анна Павловна хӑйӗн вилнӗ савнийӗ пек ятлӑ ҫынна тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ-мӗн. Вӑл та Ильин Михаил Николаевич пулнӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ. Блогада вӑхӑтӗнче Анна Павловна выҫӑпа вилме пуҫланӑ. Хваттерте пӗччен вилме хӑранӑран пӗтӗм вӑйне пухса урама тухнӑ. Ӑна ҫамрӑк офицер асӑрханӑ, хӳтте кайма хушнӑ. Анна Павловна уншӑн пур пӗрех пулнине пӗлтернӗ. Офицер ӑна, типсе хытнӑскере, йӑтса хӳтте илсе кайнӑ. Вӗсем унччен тӑнӑ вырӑна бомба ӳкнӗ. Михаил ятлӑ офицер ӑна выҫӑ вилесрен хӑтарнӑ. Анчах вӗсен уйрӑлма тивнӗ. 1,5 ҫултан Михаил Николаевич Аннӑпа тӗл пулма килнӗ. Вӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрлешме шухӑшланӑ. Вӑрҫӑ пӗтнӗ, Анна патне Михаилран ҫыру килнӗ: вӑл кӗҫех ҫитӗ. Анчах хӗр ӑна кӗтсе илеймен. Анна Павловна савнине нумай шыранӑ. Михаил Эстонире засадӑна лекнӗ, ӑна унта вӗлернӗ-мӗн. Тен, Вӑрнар районӗнче вилнӗ Михаил Николаевичӑн тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ? Михаил Юхмана ҫакӑ канӑҫ памасть. Шел, Анна Павловна ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ. Анчах вӗсен юрату историйӗ кӗнеке ҫинче ҫырӑнса юлнӑ.

#Питӗр, #Вӑрнар районӗ, #Вӑрнар, #шкулсем, #тӗлпулусем, #кӗнекесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем