Википедирин чӑваш уйрӑмӗнчи статья шучӗ 9 пинрен иртрӗ. Ӗнер, раштавӑн 15-мӗшӗнче 9 пинӗмӗш статья ҫырӑннӑ — вӑл Жан Кокто ятлӑ хрансус ҫыравҫи тата ӳнерҫи ҫинчен пулчӗ.
Википеди — пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ирӗклӗ энциклопеди. Ӑна пурте тултарма, тӳрлетме пултараҫҫӗ. Чӑваш уйрӑмӗ 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 260 ытла чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 13 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар, удмурт, пушкӑрт, ҫармӑс, мӑкшӑ, ирҫӗ уйрӑмӗсем. Ҫитес вӑхӑтра ҫармӑссен уйрӑмне уҫасшӑн — вӗсем те хӑйсен чӗлхине аталантарассишӗн ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ, уҫмалли условисене туса ҫитернипе пӗрех.
Эсир те пирӗн чӑваш уйрӑмне ҫӗнӗ статьясемпе тултарма, пуррисене анлӑлатма пултаратӑр! Ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр ӗҫлесе пӑхӑр. Чӑваш калашле, куҫ хӑрать те ал тӑвать!