Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш Енри музейсем паян «Музейсен каҫӗ» ирттерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 17.05.2014 07:35 | 1641 хут пӑхнӑ
Культура

Паян, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри музейсем «Музейсен каҫӗ» пӗтӗм тӗнчери акцие хутшӑнӗҫ. Унта ҫулсерен хутшӑнаканнисем афишӑна анлӑлатсах пыраҫҫӗ.

Чӑваш наци музейӗ кӑҫал, акӑ, самай анлӑ программа хатӗрленӗ. Пӗр пайне вӑл чӑваш этникине тимлӗх уйӑрнӑ. Темиҫе чӑваш ансамблӗ хутшӑнӗ, чӑваш тӗррин куравне йӗркелӗҫ, чӑваш тӗррисенченчен пазлсем пулӗҫ, вӑйӑ картине тухма палӑртса хунӑ. Каҫа музей умӗнчи вӑйӑ картинчен, музыка фестивалӗнчен тата мастер-классенчен open-air режимпа уҫӗҫ. Мода театрӗн дефилине, музей экспозицийӗсем тӑрӑх каҫхи квест, хӗҫ-пӑшал, самовар тата вак укҫа куравӗсем пулӗҫ. Совет саманинчи укҫасене пылак апат-ҫимӗҫпе ылмаштарма палӑртнӑ. Аслисем те, ачисем те «Ӑслӑлӑх магийӗ» сӑнава хутшӑнайӗҫ. Мастер-классенче тӑм япала тата пушӑтран хӳтӗлевҫӗ-пукане ӑсталама вӗрентӗҫ.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ «Классика» капеллӑпа пӗрле ҫу уйӑхӗн балне чӗнет. Хӑнасем ташлакан мӑшӑрсен хусканӑвӗсене пӑхса киленме кӑна мар, музей юлашки 10 ҫулта пуянланнӑ экспонатсемпе те паллашма пултарӗҫ. Хӑнасене вальс, полька, кадриль ташлама вӗрентӗҫ, вӑйӑсем, конкурссем, парнесем пулӗҫ.

Районти музейсене илсен, Шуршӑлти музейра оптика хатӗрӗсем пулӑшнипе хӗвел ҫинчи пӑнчӑсене тата ҫӑлтӑрсене курайӗҫ. «Ҫӑлтӑрсемпе планетӑсем» викторинӑна хутшӑнайӗҫ. Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнӑхтарӗҫ. «Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Ҫӗнтерӳ кунне халалласа ирттернӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен республикӑри куравӗпе паллашма май килӗ.

#Элӗк, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шуршӑл, #музейсен каҫӗ, #музейсем, #Элӗк районӗ, #ӳнер музейӗ, #чӑваш наци музейӗ

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.17 18:09
Сăнӳкерчĕкри музей ятне ют чĕлхепе çырни вăл - Чăваш республикинче чăваш чĕлхине пĕлмен пирки пулĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем