Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Николай Никольский ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине уявланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.05.2014 10:20 | 1742 хут пӑхнӑ
Республикӑра Н.В.Никольский бюсчӗ умӗнче
Н.В.Никольский бюсчӗ умӗнче

Ӗнер историк, этнограф, Атӑлҫи халӑхӗсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатсенчен пӗрине — «Хыпара» — йӗркелекенӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине Муркаш районӗнчи Купӑрляра уявланӑ.

Николай Никольский ячӗллӗ паркра унӑн палӑкӗ умӗнчи митинга Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Никифорова уҫнӑ, кунти халӑх хӑйӗн ентешӗпе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. Муркаш районӗ хӑйӗн паттӑрне чӑнах та манмасть. Ав Николай Никольский ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Купӑрляра, историк тата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗсенчен пӗрине йӗркелекен кун ҫути курнӑ ялта, унӑн бюстне лартнӑ. Этнограф ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ чухне Никольский музейне реэкспозици тунӑ, шкула ҫӗнетнӗ, тӗслӗх вулавӑш уҫнӑ.

Район историне, унӑн паллӑ ентешӗсене халалласа «Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ» кӗнеке кӑларнӑ. Купӑрляра, Никольский ҫуралнӑ ҫуртра, ятарлӑ паллӑ ҫакнӑ, Николай Васильевичӑн ашшӗ тунӑ парка тата пӗвене ҫӗнетнӗ.

Шупашкарта Николай Никольский ячӗпе проспект хисепленет. Муркаш тата Элӗк районӗсенче унӑн ячӗллӗ урамсем пур. Этнограф ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа Юрий Жуков композитор Лидия Туктина сӑвви тӑрӑх юрӑ хывнӑ. Вӑл «Тӑван халахшӑн ун ӗҫӗсем» ятлӑ. Шӑпах ҫак юрра Иван Христофоров ӗнер ирхине паркра юрланӑ.

Николай Никольские республикӑра кӑна мар, ытти тӑрӑхра та пӗлеҫҫӗ. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев «хыпарҫӑсем» тӑрӑшнипе Никольскин юбилейӗсене паллӑ тума тытӑннине каланӑ. Пӗрремӗш хут ӑна этнограф ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине уявланӑ. Алексей Петрович Шупашкарта Никольский ячӗллӗ проспект пуррине палӑртнӑ, анчах пӗр ӗмӗт ҫеҫ хальлӗхе пурнӑҫланман-мӗн: Николай Васильевичӑн палӑкне тумалла. Алексей Леонтьев ҫакна валли укҫа пуҫтармашкӑн кӗҫех шут уҫӑлмаллине пӗлтернӗ.

Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗн директорӗ В.В.Сапожников студентсем этнографа хисепленине, унӑн сӑнне вӗсем картинӑна куҫарнине палӑртнӑ. «Ӑслӑлӑхсен тата ӳнерӗн чӑваш халӑх академийӗ» вара Николай Никольскин алҫырӑвӗсене хатӗрлес ӗҫе малалла тӑсать.

Николай Васильевичӑн тӑванӗ Н.П.Пантелеймонов митингра ӑна ӑшшӑн аса илнӗ. Вӑл Никольскин ҫырӑвӗсене, пӗр-пӗрин патне студент чухне ҫӳретнисене, 10 ҫултан тупнӑшӑн савӑннӑ иккен.

Сӑнсем (30)

#Муркаш районӗ, #Хыпар, #Купӑрля, #Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗ, #пӗвесем, #музейсем, #Элӗк районӗ, #Шупашкар, #педагогика колледжӗ

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.21 09:41
Никольский çуралнăранпа 136 çул çитнине мĕнле чĕлхепе уявланă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем