Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Чӑваш чӗлхипе литературин пӳлӗмӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 21.05.2014 22:36 | 1961 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Республикӑри шкулсенчен пӗринче
Республикӑри шкулсенчен пӗринче

2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗсен республика конкурсӗ иртнӗ.

Республика конкурсӗн юлашки тапхӑрне хутшӑнма Шупашкар хулинчен 3 кабинет, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен 1-ер кабинет тивӗҫнӗ.

Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн жюри членӗсем кабинетсен танлашӑмне (рейтингне) тунӑ, чи пысӑк балл пухнӑ пӳлӗмсемпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ.

Чи пысӑк балл пухса 1-мӗш вырӑна Елчӗк районӗн Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗ йышӑннӑ (ертӳҫи — Н.А. Левая). 2-мӗш вырӑна Муркаш районӗн Ҫатракасси вӑтам шкулӗн кабинечӗпе (ертӳҫи — Л.В. Никитина) Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 19-мӗш шкулӑн кабинечӗ (ертӳҫи — С.А. Алексеева) тухнӑ. 3-мӗш вырӑна йышӑнма Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗпе (ертӳҫи — В.М. Иванова) Шупашкар хулин 29-мӗш шкулӗн кабинечӗсем (ертӳҫи — В.А. Фомина) тивӗҫнӗ.

#конкурссем, #шкулсем, #чӑваш чӗлхи, #вӗренӳ, #Елчӗк районӗ, #Ҫирӗклӗ Шӑхаль, #Муркаш районӗ, #Ҫатракасси, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #19-мӗш шкул, #Канаш районӗ, #Сухайкасси, #Шупашкар, #29-мӗш шкул

 

Комментари:

Agabazar // 5328.1.5229
2014.05.23 14:22
Agabazar
Мĕншĕн кабинед мар тата?..

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем