Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗн конференци залӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫе — 10 ҫул. Чӑваш чӗлхин Пӗтӗм Раҫҫейри вӑйӑ конкурсӗ» кӗнекен хӑтлавӗ пулӗ. Ӑна «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурс 10 тултарнӑ ятпа кӑларнӑ. Унта ҫак ҫулсенче иртнӗ вӑйӑсенчи мӗн пур задание кӗртнӗ.
Кӗнекене чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, шкул ачисем валли хатӗрленӗ. Пӗр сӑмахпа, вӑл чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансемшӗн усӑллӑ.
«Чӗвӗлти чӗкеҫ» пӗрремӗш хут 2004 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери «Кенгуру» (математика), «Русский медвежонок» (вырӑс чӗлхи) конкурс вӑйӑсем евӗрех.
Чӗлхене вӗренесси хӑш-пӗр ачашӑн — тунсӑх ӗҫ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вара ҫак шухӑша сирет, чӗлхепе кӑсӑкланма хистет. Вӑйӑ конкурса шкулсенче ирттереҫҫӗ. Унти ӗҫсене шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пыракансем те, япӑх вӗренекенсем те пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.
2004 ҫулта «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурса Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан ачисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 019 ҫын. 10 ҫула пӗтӗмлетсе пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче «Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс — 10 ҫул. Опыт. Ыйтусем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.