Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: В.А. Милютин чӑваш ташшине тӗпчет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
елена 22.01.2009 20:56 | 2183 хут пӑхнӑ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӑй хуракансем ӑслӑлӑхра малтисен ретӗнче пулни тата В.А. Милютин доцент кӗҫех Элиста хулинче (Калмӑк республики) иртекен фольклор ташшисен конференцине хутшӑнасси пирки эпир интернетра пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Пирӗн ӗҫтешӗмӗр Калмӑк патшалӑх гуманитари институтӗнче иртнӗ семинар-практикумра «Чӑваш ташшин традицилле лексикинчи хӑшпӗр уйрӑмлӑхсем» темӑпа доклад тунӑ. Владимир Аркадьевич сӑмахпа каласа ҫеҫ мар, ташӑри хӑшпӗр уйрӑмлӑхсене хусканупа та кӑтартса парса Питӗр, Нальчик, Владикавказ, Якутск хулисенчен килнӗ хӑнасене тӗлӗнтернӗ. Калмӑк фольклорисчӗсене уйрӑмах ҫакӑ кӑсӑклантарнӑ: В.Милютин доцент кӑтартнӑ хӑшпӗр хусканусем, тӗслӗхрен, чӑваш хӗрарӑмӗсем мӑшӑрлӑ ташӑра ӳт-пӗве чӗтрентерсе ташлани, калмӑк халӑхӗ хушшинче анлӑ сарӑлнӑ хусканусен шутне кӗреҫҫӗ. Ҫакнашкал ташӑ пайрӑмӗсене Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсем ӑҫтан вӗреннӗ-ха? Ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе-явнӑ май ҫакӑ паллӑ пулнӑ: асӑннӑ регионта тахҫан авал (ваттисем каланӑ тӑрӑх) калмӑксем те пурӑннӑ-мӗн. Ҫапла вара, «бомзар ташшин» (Бомзар ятлӑ ялта пурӑнакансен ташши-мӗн ку) хӑй евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа парса В.А.Милютин доцент историре тахҫан пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа ҫутатма та мехел ҫитернӗ.

#Калмӑк республики, #конференци, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӗмпӗр, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем