Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнче «Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурс иртнӗ. Кунсӑр пуҫне районта Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ мероприяти те пулнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем валли конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем хатӗрленӗ.
«Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурса 7 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Элӗкри шкул ачисем: Анастасия Архипова, Серафима Захарова, Юлия Иванова, Валерия Лазарева, Анна Семёнова, Арина Сорокина, Ольга Шорникова.
Хӗрачасен 4 конкурса парӑнтарма тивнӗ. Чи малтанах вӗсем хӑйсем пирки, ҫемйи, ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче юрланӑ тата ташланӑ. Интеллектуаллӑ конкурсра пӗчекскерсем сӑвӑ илемлӗ вуланӑ, юрланӑ. Юлашкинчен хӗрачасем хӑйсем хатӗрленӗ хитре тумӗсене кӑтартнӑ.
Пӗчӗкскерсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хавхалантарнӑ: Йӑлкӑшри ача пахчин ушкӑнӗ, «Хӗвел» ача пахчин ташӑ ушкӑнӗ, Мария Ефимовӑн шоу-балечӗ…
Хӗрачасене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. «Сӑпайлӑ мисс» — Юлия Иванова, «Мисс артистка» — Серафима Захарова, «Йӑл-кулӑ мисӗ» — Арина Сорокина, «Ытарайманлӑх мисӗ» — Валерия Лазарева, «Модница мисс» — Ольга Шорникова, «Граци мисӗ» — Анастасия Архипова, «Черченлӗх мисӗ» — Анна Семёнова.