Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫитес ҫул Республика кунӗ Канаш районӗнче иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.06.2014 12:48 | 1562 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен тӗп уява — Республика кунне — паллӑ тӑвӗ. Ӑна 1995 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ 75 ҫул тултарнине халалласа уявлама тытӑннӑ.

Йӑлапа килӗшӳллӗн Республика кунӗ умӗн районсенче Акатуйсемпе Сабантуйсем иртеҫҫӗ. Ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче хула-районсенче спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура акцийӗсем, фестивальсем, концертсем иртеҫҫӗ.

Кӑҫал та яланхи пекех «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ тата «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртӗ.

Ҫулсерен муниципалитетсен хушшинче Республика кунне уявламашкӑн ирӗк ҫӗнсе илессишӗн конкурс иртет. Ҫӗнтернӗ тӑрӑхра Шупашкарпа танах мероприятисем иртеҫҫӗ. Кӑҫал ав уяв Комсомольски районӗнче пулӗ.

Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси те паллӑ. Хальхинче конкурсра Канаш районӗ ҫӗнтернӗ. Эппин, 2015 ҫулта уяв Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртӗ.

#Республика кунӗ, #Канаш районӗ, #Комсомольски районӗ, #уявсем, #Шупашкар, #Акатуй, #Сабантуй, #Раҫҫей ҫӑлкуҫӗ, #Руҫ ӑстисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем